Аракин Владимир Петрович
Владимир Петрович Аракин — филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор. Вăл Мускавра çуралса ӳснĕ.
Пурнăçĕ
тӳрлет1926 çулта Ленинградри А. С. Енукидзе ячĕллĕ Хĕвел тухăç чĕлхисен институтĕнчен, 1930 çулта Мускав университечĕн педагогика факультетĕнчен вĕренсе тухнă.
1930]] - 1932 çулсенче Мускав университечĕн этнологи факультетĕнче, 1933 - 1941 çулсенче М. В. Фрунзе ячĕллĕ ÇАр академийĕн тухăç факультетĕнче вĕрентӳçĕре тăрăшнă. 1942 çулта Мускав патшалăх педагогика институтĕнче ĕçлеме пуçланă. 1946 çултанпа Мускав университечĕ çумĕнчи Хĕвел тухăç чĕлхисен институтĕнче тата асăннă аслă шкулăн филологи факультетĕнче вăй хунă.
1947 çулта "История преподавания иностранных языков в России" темăпа кандидат диссертацине РСФСР Педагогика ăслăлăхĕсен академийĕнче хӳтĕленĕ, прфессор ятне 1961 çулта илнĕ. 1983 çулта Мускав патшалăх педагогика институчĕ çумĕнчи Д 113.08.09 ятарла канашра "Структурная типология русского и некоторых германских языков: (Единицы сопостовительно-типологического анализа языков)" ăслăлăх докладне хӳтĕлесе тухтăр ятне тивĕçнĕ.
Чăваш чĕлхине тĕпчесе нумай ĕç çырнă.
Ĕçĕсем
тӳрлетУйрăм кăларăмĕсем
тӳрлет- Англо-русский словарь: Около 40000 слов и 60000 словосочетаний / В. Д. Аракин, З. С. Выгодская, Н. Н. Ильина, Мускав, 1997.