Макао
Макао (тулли ят Макао ятарлă административлă районӗ) — Китайăн автономилле пайĕ. Малтан Португали колонийĕ пулнă. Официаллă чĕлхесем — португалипе китай чĕлхи.
Истори
тӳрлетПортугалсем Кăнтăр Китай тинĕсне XVI ĕмĕрте лекнĕ. 1553 çулта вĕсем Макао çурутравĕнче тăма тата ку вырăнта суту-илӳ тума ирĕк илнĕ. 1557 çулта португалсем кунта пĕрремеш пурăнмалли вырăна никĕсленĕ, тĕрлĕ хӳтлĕхсем тума тытăннă. Вĕсем халĕ те сыхланса юлнă.
1849—1852 çулта иртнĕ Опиум вăрçи вăхăтĕнче португалсем пĕтĕм Макао çурутравне тата Тайпа утравне тытса илнĕ. 1864 çулта вĕсен аллине Колоан утравĕ лекнĕ. 1887 çулта Китайпа Португали пĕр-пĕринпе алă пусса Макао Португали аллине ĕмерлĕхех юлнине çирĕплетнĕ. 1928 çулта Китай ку килĕшĕве хăй енчен пăрахăçланă, Португали вара ку колонине тавăрасшан пулман.
1974 çулта Португалире демократиллĕ революци пулса иртет. Революци хыççăн Макао администраци, экономика тата укçа-тенкĕ енчен самай ирĕк илет. 1979 çулта Китайпа Португали пĕр-пĕринпе калаçма хатĕрри çинчен пелтереççĕ, çыхăнусем тытма пуçлаççĕ. Китай ку çĕре каялла тавăрасси пирки калаçу пуçланă. 1987 çулта вара Китайпа Португали ку ыйту тăрăх калаçса татăлнă — 1999 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче ку çĕр Китай аллине куçнă.
Литература
тӳрлет- Fung, Bong Yin Macau: A General Introduction. — Joint Publishing (H.K.) Co. Ltd., 1999. — ISBN 978-962-04-1642-2
- Chan, S. S. The Macau Economy. — Publications Centre, University of Macau, 2000. — ISBN 978-99937-26-03-6
- Godinho, Jorge Macau business law and legal system. — Hong Kong: LexisNexis, 2007. — ISBN 978-962-8937-27-1
- Government Information Bureau Macau Yearbook. — Government Information Bureau of the Macau SAR, 2007. — ISBN 978-99937-56-09-5
- Cremer, R. D. (Editor) Macau: City of Commerce and Culture. — University of Washington Press, 1988. — ISBN 978-0-295-96608-3
- Gunn, Geoffrey C. (1996) Encountering Macau: A Portuguese City-State on the Periphery of China, 1957—1999 (Boulder, CO, Westview Press). ISBN 0-8133-8970-4 In Portuguese (1998) Ao Encontro de Macau: Uma cidade-estado portuguesa a periferia da China, 1557—1999 (Macau: Fundação Macau]. ISBN 972-658-074-9 In Chinese (2009) 澳门史:1557~1999 (中央编译出版社).
- Gunn, Geoffrey C. (ed), (2016) Wartime Macau: Under the Japanese Shadow (Hong Kong: Hong Kong University Press). ISBN 978-988-8390-51-9
- Macao 2000. — Oxford University Press editor, Oxford, United Kingdom, 1999. — ISBN 978-0-19-592074-1
- Jean A. Macau's overview at the turn of the century. — St. John's University Institute of Asian Studies editor, New York, 2000.
- De Pina-Cabral Between China and Europe: Person, Culture and Emotion in Macau. — Berg Publishers, 2002. — ISBN 978-0-8264-5749-3
- Eayrs, James Macau Foreign Policy and Government Guide. — International Business Publications, United States, 2003. — ISBN 978-0-7397-6451-0
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Фотографии города
- Travel.Ru Страны — Макао
- Крупнейший русскоязычный ресурс о Гонконге и Макао
- Международный институт Макао
Шаблон:Китай культурин эткерлĕхĕ Шаблон:Хула-патшалăхсем Шаблон:КХР администрациллĕ пайланăвĕ