Аннене анне тееççĕ (фильм)

«Аннене анне тееççĕ»2008 çулта тухнă чăваш фильмĕ. Режисёрĕ Владимир Карсаков. 2008 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарти Гуманитари институчĕн вулав залĕнче «Аннене анне тееççĕ» кино куравĕ иртрĕ. Ӳнер тĕпчевçисем, литература тиркевçисем, журналистсемпе çыравçăсем, артистсем хутшăнчĕç. Фильма пысăк экран çинче кăтартрĕç. Жанр — мелодрама, драма.

«Аннене анне тееççĕ» DVD хуплашки

Сюжет тӳрлет

Кинори ĕçсем Патăрьел тăрăхĕнче пулса иртеççĕ. Кил хуçи Макçăм /Петр Садовников/ çурт-хуралтăна çĕнетес тесе Мускава “шапаша” çӳрет. Киле юлнă арăмĕпе амăшĕ хушшинче “вăрçă вучĕ” йăл илет. Калинук /Наталья Сергеева/ хунямăшне /Нина Яковлева/ тем тĕрлĕ терт-нуша кăтартать. Мунчана та хупса хурать, выçă та усрать, суккăрлатма та хăтланать... Упăшкипе иккĕшĕн хушшинчи хирĕçӳшĕн те ăнах айăплать... Хĕрне Янăна /Ольга Михайлова/ çылăхлă ĕçе явăçтарать: хырăм пăрахтарать... Усал акакан инкек вырса илекен тенĕ ваттисем. Калинукăн шăпи те синкерлĕ вĕçленет.

Кино тăваканĕсем тӳрлет

  • Владимир Карсаков — сценари авторĕ, режисёрĕ, операторĕ
  • Алексей Иванов — продюсерĕ, кăлараканĕ.
  • Ирина Угаслова — продюсерĕ.
  • Аксар Карсаков — монтаж тăваканĕ.

Фильма Аксар студи кăларнă.

Вылякансем тӳрлет

  • Нина Яковлева
  • Ольга Михайлова (Яна)
  • Петр Садовников (Макçăм)
  • Наталья Сергеева
  • Сергей Иванов
  • Александра Угаслова
  • Геннадий Большаков
  • Любовь Фёдорова
  • Ольга Почалкина
  • Александр Яковлев
  • Лидия Константинова
  • Елена Лукьянова
  • Ирина Угаслова
  • Виталий Адюков
  • Сергей Павлов
  • Людмила Русскова
  • Сарине Лукьянова
  • Валерий Карпов

Эпизодсенче - Етĕрне районĕнчи Анат Ачак /кинона çак тăрăхра ӳкернĕрен/ çыннисем.

Каçăсем тӳрлет