Аморейсем, аморрейсем, аморитсем — авалхи Малти Азири аморейле калаçнă анăç семит юркăн халăхĕ.

Аморейсем
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ
Ефрат таврашĕ
Чĕлхе аморей
Кĕрет  Месопотами халăхĕсем

Генезис тӳрлет

 
Аморейсем вăтам Евфрат çинче.

Сутийсем (аморейсен тăван ячĕ, хăшпĕр çăлкуçсенче — аморей пĕрлешĕвĕнчи виçĕ йăхран пĕрин тăван ячĕ), хăйсен кăкне халаплă Суту мăнатте кăкĕнчен шутлаççĕ, ăна вĕсем Адампа Евăн виççĕмĕш ывăлĕпе — Сифпе (Шет — еврей тексчĕсенче) танлаштараççĕ[1][2].

Тĕнче историн аренине аморейсем п. эрч. 3-мĕш пинçуллăхĕнче Сири çеçенхирĕнче, Ханаанпа Шумер хушшинче выльăх ĕрчетсе куçса çӳрекен семитсем евĕрлĕ тухаççĕ. Аморейсен чи ватă хули Угарит шутланать[3].

П. эрч. 4-мĕш пинçуллăхĕнче Аравире пурăнанкан семит йăхĕсенчен темиçе ареал уйрăлнă, п. эрч. 4-мĕш пинçуллăхăн вĕçĕнче — п. эрч. 4-мĕш пинçуллăхăн пуçламăшĕнче халăхсем питĕ нумай куçса çӳренĕ. Вăтам Евфрат çине килнĕ, каярахпа Месопотамие куçса кайнă тухăç семитсем аккадсен ламтайĕсем пулнă. Сири чиккинче пурăннă, тепĕртакран Сирире тата Тури Месопотамире вырнаçнă çурçĕр семитсене эблаитсем тенĕ. Аравири çурçĕр-варринчи анăç семитсем аморейсен, ханаанейсен авалхи еврейсен мăн маçаккăшĕсем пулаççĕ. Анăç семитсен пайĕ Сирие çитсен Ханаан çĕрне кайнă, çĕр çинче ĕçе пикеннĕ — çакнашкал вара ханаанейсем пулса каяççĕ. Тепĕр пайĕ çеçенхирсенче юлнă та вылăх-чĕрлĕхе куçса çӳресе ĕрчетнĕ — вĕсенчен ĕнтĕ сутийсен этносĕ чăмăртаннă. П. эрч. 2400 çулĕ патнелле сутийсене шумерсем пĕлнĕ, кăнтăр енчи кӳршисем пулнă[4].

Чи малтанах аморейсем патриархат йăлипе пурăннă.

П. эрч. XXII ĕсĕрĕн пуçламăшĕ тĕлнелле сутийсем Евфрат тăрăх тата çурçĕр-анăçалла анлăн вырнаçма тытăннă, Джебель-Бишри сăртне (çак вырăн вĕсен центрĕ пулса тăнă) тата Сирири облаçсене йышăннă, унта вара эбалитсен вырăнти анăç-семит халăхне ассимиляциленĕ, унчен вĕсене иртнĕ çĕрçуллăхра аккад (Аккад пăхăр) харçисем хавшаклатнă; çакăн хыççăн сутийсем çине «аморейсем» (тӳр. «анăç çынсем») месопотам ячĕ куçнă, унчен çапла эблаитсем пирки каланă. Çакнашкал сарăлса вырнаçнă хыççăн сутий йăхĕсен виçĕ пĕрлешĕвĕ палăрнă: çурçĕр-анăçри сутийсем[en] хăйсем (вĕсемех дидансем[ca]), варринче ханейсем[uk] тата кăнтăрти тата кăнтăр-тухăçри бини-ямина (хăшпĕр тĕпчевçĕсем каланипе, юлашкисенчен Библире çырнă Вениамин ăрăвĕ тухнă).

Истори тӳрлет

П. эрч. XXI ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче аморей юркăн йăхĕсенчен пĕри анăçран Месопотамие (Аккад)[5], тепри Ханаана кĕрсе каять[6]. Ур III династин патшисем Евфратран Тигра çити, «гипс» пушхирĕн хĕррипе Анатри Месопотамие çурçĕртен хӳтĕлемешкĕн хӳме туса лартнă. Çапах та аморей кĕтӳçĕсем, кăнтăралла пушхирпе патша картине каçса каяс тесе, Тури Месопотамие урлă — анăçран тухăçалла — тухнă та малтан Тигр урлă, хыççăн Дияла урлă каçнă та Анатри Месопотами хирĕсене тухăçран анăçалла кĕнĕ.

Месопотамири анăç семит (аморейсен) йăхĕсем нимле те пĕрлешĕнеймен. Пачах урăхла, аморейсем пĕр-пĕринчен ирĕклĕ те тăтăшах тăшманла пурăнакан йăхсене пайланнă. Хабур юханшывĕ çинче итала идамарац йăхĕ, Вăтам Евфрат çинче сурăх пăхакансем хушшинче — бин-симала, ханейсем (анейсем) тата бин-ямина пулнă, кăнтăралла урăх ятсемпе паллă пулнă вĕсен хурăнташĕсем пурăннă; Кăнтăр Икшывĕнче — Евфратпа Тигр хушшинче — амнанум, яхрурум, рабабум йăхĕсем çӳренĕ, тен тата ыттисем те, çав вăхăтрах вĕсем бини-ямина тата ханейсен пайĕсем шутланнă. Амнанум йăхĕн пайĕ çĕршывăн аякри кăнтăрĕнче, Ан-эден çеçенхирĕнче — Урукпа Умма хушшинче — пурăннă, вĕсенчен çурçĕрелле Икшыв Варринче, восточнее и западнее Ниппуртан тухăç тата анăç еннелле нумхум йăхĕ çӳренĕ. Тигр тăрăхĕпе тата Тигр лешьенче, Дияла айлăмĕнчен анаталла мутиябаль тата ямутбала йăхĕсем, Диялăран тăвалла, Джебель-Хамрин патне çити — идамарац йăхĕн тепĕр пайĕ йышăннă.

Аморей патшалăхĕсем тӳрлет

П. эрч. XIX ĕмĕрте аморейсем Месопотамире виçĕ патшалăх туса хунă: Вавилонра (Суму-абум династине йĕркеленнĕ), Иссин, Эшнунна тата Ларса, вĕсем çитес çĕрçуллăхра Хаммурапи патша тавра пуçтарăннă. Малашнелле месопотами аморейĕсем тухăçран тапăннă касситсене тавăрса янă. П. эрч. XVI ĕмĕрте аморейсене хеттсем çĕмĕрнĕ, вĕсем Вавилона ярса илнĕ те Месопотамие касситсен влаçне панă[7].

П. эрч. XVIII—XVII ĕмĕрсенче Хаммурапи империне туса хуни тата хурритсен экспансийĕ аморей йăхĕсен шăпинче тепĕр тапхăра пуçарса янă. Çакăнтанпа вĕсен ареалĕнче Анатри Месопотами, Сири çеçенхирĕ тата Иордан лешьенĕ (Васан патшалăхĕ тата «Шет ывăлĕсем» пĕрлешĕвĕ) юлнă, çав вăхăтрах уйрăм аморей йăхĕсем пурăнакан ытларах хурритсем йышăннă çурçĕрти ареалĕ пулнă. Çапах та Ефратран анăçалла — хальхи Ливанпа Сири территорине — «Амурру» (аморейсен çĕршывĕ) — тенĕ ячĕ сыхланса юлнă. Унта Ямхад пĕрлешĕвĕ йĕркеленнĕ.

 
П. эрч. XV ĕмĕрти Амурру, Ханаанран çурçĕрелле.

Арканăвĕ тӳрлет

П. эрч. XVI ĕмĕрте хеттсем, касситсемпе пĕрле, аморейсен Вавилонри хуçаланăвне пĕтереççĕ. Çав вăхăтрах икĕпатсем, фива фараонĕсен XVIII династийĕ ертсе пынипе, гиксоссене Икĕпатран кăларса яраççĕ, Ханаана (Палестина) тата Финикие (Ливана) контроле илеççĕ. Сири çеçенхирне тарнă аморейсем хапиру ушкăнĕсене йĕркелеççĕ. П. эрч. XIV ĕмĕрте Икĕпат тепре хавшаклансан тата арамейсем сарăлса вырнаçăнма тытăнсан, хапиру йăхĕсем Аммон, Израиль, Моав тата Эдом пĕрлешӳсене туса хураççĕ.

Джебель-Бишри çакăнтанпа «Аморейсен тăвĕ» мар, «Ахламейсен тăвĕ» (арамей йăхĕ) пулса тăрать. П. эрч. XIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче —п. эрч. XII ĕмĕрте (бронза ĕмĕрĕнчи катастрофа) авалхи еврей йăхĕсем Ханаанпа Иордан лешьенри аморейсене пĕтерсе ассимиляцилеççĕ; Месопотамири сутийсен уйрăммăн пурнакан юлашки йăхĕсем п. эрч. VII ĕмерте аморейсемпе хутăшса каяççĕ.

Аморейсем Библире тӳрлет

Библире çырнипе, Аморей Хам ывăлĕн - Ханаанăн тăваттăмĕш ывăлĕ, тата хеттсен тата иевусейсен тăванĕ пулнă (Быт. 10:15). Авраам тапхăрĕнче вĕсем Содом çарĕпе пĕрле Кедорлаомер ертсе пынă эламитсен тапăнăвне хирĕç тăнă (Быт. 14:7). Еврейсем тапăнса кĕнĕ чухне, аморейсем тухăç Иордан шывĕн çыранне (Васан тата Моав çĕрĕсем хушшинче — (Чис. 21:13-25), çаплах кăнтăр Ханаанри хуласене, çав шутра Иерусалима, Лахише тата Хеврона тытса тăнă (Нав. 10:5). Иисус Навин Хĕвеле чарнă пирки калава пилĕк аморей патшисем хушшинчи çапăçнă вăхăтра çырнă (Нав. 10:1|-27). Аморейсен паллă патшисенчен пĕри Сигон пулнă, вăл ăнăçусăр израильтянсене хирĕç кĕрешнĕ (Чис. 21:21, 24). Израиль-Иудей патшалăхне никĕслекен Саул аморейсене пĕтĕмпех, çав шутра Гаваонра пурăнакансене те, пăхăнтарнă (Цар. 7:14). Иезекииль Иерусалима аморей хĕрĕ тет (Иез. 16:4).

Аморей патшалăхĕсем тӳрлет

Сирире/Левантра:

Месопотамире:

Çав. пекех тӳрлет

Литература тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Аморреи // Православная энциклопедия. — М., 2001. — Т. II : «Алексий, человек Божий — Анфим Анхиальский». — 752 с. — 40 000 экз. — ISBN 5-89572-007-2.
  2. ^ Немировский. Восточное Средиземноморье, 2008, с. 383—384
  3. ^ Л.Н. Гумилёв Гл. VIII Сирия, Финикия и Палестина в III—II тысячелетиях до х. э. // История Востока. — M: "Восточная литература", 1997. — Т. I.
  4. ^ А. А. Немировский Восточное Средиземноморье и Аравия // Краткая история древней Азии. — «Удел Могултая».
  5. ^ Двуречье в период гегемонии Ура (2132—2024 гг. до н. э.) // Всемирная история. — 1956 Т. I.
  6. ^ А. Азимов Входит Вавилон // Ближний Восток. История десяти тысячелетий. — Центрполиграф, 2002.
  7. ^ И.С. Клочков Гл. V. Древние цивилизации Месопотамии // Древние цивилизации. — M: Мысль, 1989. — ISBN 5-244-00274-0