Алфимова Людмила Ивановна

Людми́ла Ива́новна Алфи́мова (паспортри хушамат Кадыгроб; 4.9.1935, Харьков — 22.2.2024, Печера, Винница облаçĕ, Украина) — украин совет театрпа кино актриси, Украина тава тивĕçлĕ артисчĕ (2003)[1], III степеньлĕ Ольга кнеçайки орденĕн (2020) кавалерĕ.

Людмила Алфимова
Фото
Çуралнă чухнехи ят: Людмила Ивановна Кадыгроб
Çуралнă вăхăт: 1935 авăн, 4
Çуралнă вырăн: Харьков, Украина ССР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 2024, нарăс, 22
Вилнĕ вырăн: Печера, Тульчин районĕ, Винница облаçĕ, Украина
Гражданлăх: ССРП
Украина
Професси: XX -XXI ĕм. совет/украин актриси
Чыславсемпе парнесем:
Шаблон:Ольга кнеçайки III степеньлĕ орденĕ

Биографи тӳрлет

90-мĕш çулсен варринче Людмила Ивановна тĕппипех Винница облаçĕнчи Печера салине куçса кайнă та упăшкине пăхас тата килти ĕçе пикеннĕ. 2006 çулта Иван Сергеевич çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Вилĕм тӳрлет

89-мĕш çулĕнче, 2024 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче, Винница облаçĕнчи Печера салинче вилсе кайнă[2].

Килйыш тӳрлет

  • Пĕрремĕш упăшки — Алфимов Феликс Михайлович, вăрçă вĕçевçи. Катапультăпа аннă хыççăн амансан аэродромри ĕçе куçарнă. Граждан авиацин академинче пĕлӳ илсен Антонов КБ инженер-вĕçевçĕ пулса тăрăшнă[3].
    • Хĕрĕ — Елизавета, актриса.
    • Хĕрĕ — Елена, АПШ-ра пурăнать.
  • Иккĕмĕш упăшки — Иван Сергеевич Кальницкий. Людмила Ивановна унпа 1974 çулта «Прощайте, фараоны!» фильма ӳкернĕ чухне паллашнă. Кинофильма çапнă ялти ССКП XXII съезчĕ ятлă колхозăн председателĕ пулса ĕçленĕ. Иккĕшĕ те мăшăрлă пулнипе 20 çул иртсен çеç çырăннă та (Кальницкий арăмĕ вилсен) пĕрле пурăнма тытăннă.

Фильмографи тӳрлет

  1. 1958 — Годы молодые — юрлакан хĕр
  2. 1959 — Его поколение — Марийка
  3. 1959 — Если любишь…
  4. 1960 — Киевлянка — Глаша
  5. 1960 — Обыкновенная история
  6. 1961 — За двумя зайцами — Мирония
  7. 1964 — Наш честный хлеб
  8. 1964 — Сумка, полная сердец — Мария
  9. 1966 — Бурьян
  10. 1967 — Свадьба в Малиновке — Софья
  11. 1967 — Скуки ради
  12. 1970 — Меж высоких хлебов — Фрося
  13. 1970 — Секретарь райкома
  14. 1971 — Лада из страны Берендеев — монашка
  15. 1973 — Старая крепость — медпикенеç
  16. 1974 — Прощайте, фараоны! — Одарка Таран
  17. 1974 — Тайна партизанской землянки
  18. 1974 — Юркины рассветы
  19. {1975 — Вы Петьку не видели? — Юрий Сергеевичăн арăмĕ
  20. 1977 — Право на любовь — Марфа
  21. 1980 — Визит в Ковалёвку — Оксана
  22. 1981 — Право руководить — Дарина
  23. 1984 — Благие намерения
  24. 1985 — Женихи
  25. 1986 — По главной улице с оркестром
  26. 1987 — Возвращение
  27. 1988 — Штормовое предупреждение — Мария Егоровна
  28. 1990 — Ныне прославился сын человеческий
  29. 1992 — Господи, прости нас грешных

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет