Алеут-медный чĕлхи

Алеут-медный чĕлхиКомандор утравĕсем йышне кĕрекен Медный утравĕ çинчи Преображенское ялĕнче 1960-мĕш çулсемччен пурăннă алеутсен чĕлхи. 1960-мĕш çулсем хыççăн çав алеутсене ирĕксĕр, хăйсен кăмăлне хирĕçлесех, юнашарти Беринг утравĕ çинчи Никольское ялне куçарнă. Хальхи вăхăтра ку чĕлхепе калаçма пултаракансем, ахăртнех, юлманпа пĕрех пулас.

Meдный утравĕ карттă çинче
Медный утравĕ çÿлтен пăхсан. 06.12.1988
Медный утравĕ. 2 August 2009, 13:58:47
Медный утравĕ почта маркки çинче
Медный утравĕ. 22 July 2009, 15:01:12

1929-мĕш çулччен пĕр вăхăт хушши Медный утравĕ çинче хальхи Шăмăршă районĕнчи Вырăс Чукалĕнче çуралса ÿссе кайран эскимолог пулса тăнă Рубцова Екатерина Семёновна (1988-1971) вĕрентевçĕре ĕçленĕ[1].

Çырулăх тӳрлет

Çырулăх нихçан та пулман. Ăславçăсем ăнлантарнă чухне ытти çырулăхсен майĕсемпе е Пĕтĕм тĕнчери фонетика алфавичĕпе усă кураççĕ.

Чĕлхен кăсăклăхĕ мĕнре-ха? тӳрлет

Алеут-медный чĕлхи вырăнти алеутсен чĕлхи тата вырăс чĕлхи пĕр-пĕринпе арăш-пирĕш пăтрашăнса кайнипе пулса кайнă. Анчах та чĕлхеçĕсем ăна алеут тымарĕсенчен пурпĕрех хăпман тесе шутлаççĕ.

Вуламалли тӳрлет

Акăлчанла тӳрлет

  • Golovko E., Vakhtin N. Aleut in Contact: The CIA Enigma // Acta Linguistica Hafniensia: International Journal of Linguistics. Cph., 1990. Vol. 22
  • Golovko E. Mednij Aleut or Copper Island Aleut: An Aleut-Russian mixed language // Mixed Languages: 15 Case Studies in Language Intertwining. Amst., 1994;
  • Golovko E. A case of nongenetic development in the Arctic area: The contribution of Aleut and Russian to the formation of Copper Island Aleut // Language Contact in the Arctic: Northern Pidgins and Contact Languages. Berlin; N.Y., 1996;
  • Алеут-медный чĕлхи пирки ак çак кĕнекере пĕр сыпăк пур: Thomason, Sarah G. and Terrence Kaufman (1988). Language contact, creolization, and genetic linguistics. Berkeley: University of California Press. ISBN 0-520-07893-4. (Акăлчанла)

Вырăсла тӳрлет

  • Е. В. Головко. Медновских алеутов язык // Языки мира. Палеоазиатские языки. — М.: «Индрик», 1996. — 231 с. — ISBN 5-85759-046-9.
  • Меновщиков Г. А. Алеутско-русский словарь // Языки и топонимия. Томск, 1977.

Чăвашла тӳрлет

  • Федотов М.Р. Пĕтекен чёлхе е çёнё чёлхе? (Язык исчезающий или язык новый?) // Ялав. 1986. 3 №. С. 32.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Транскрипт(ĕçлемен каçă) — 117-мĕш информацие пăхăр.

Каçăсем тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.