Алексеев Михаил Алексеевич (актёр)
Михаил Алексеевич Алексеев (авăн, 24, 1917, Çĕнĕ Тинкеш, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни, Раççей республики — утă, 13, 1995, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) — совет театр актёрĕ, режиссёр, тăлмач. РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ.
Михаил Алексеевич Алексеев | |
Ӳкерчĕк | |
Çуралнă вăхăт: | 1917, авăн, 24 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Çĕнĕ Тинкеш ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни, Раççей республики |
Вилнĕ вăхăт: | 1995, утă, 13 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар Чăваш Республики |
Гражданлăх: | СССР РФ |
Хастар çулсем: | 1944-1987 |
Амплуа: | пукане актёрĕ |
Театр: | Чăваш патшалăх пукане театрĕ |
Чăваш патшалăх пукане театрне никĕс хураканĕсенчен пĕри[1][2].
Биографи
тӳрлет1917 çулта авăнăн 24-мĕшĕнче Хусан кĕпернине кĕнĕ Етĕрне уесĕнчи Çĕнĕ Тинкеш ялĕнче çуралнă. Шкулта пĕлӳ илсен почтальон пулса ĕçленĕ. 1939 çулта Чăваш педагогика институтчĕн рабфакĕнче вĕренсе тухнă.
1940 çулта вăл кĕçĕн командирсен шкулĕнче вĕренсе тухнă, отделени командирĕ, взвод командирĕ вырăнне йышăннă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.
Сцена çине 1944 çулта Чăваш патшалăх филармонийĕ çумĕнчи пуканеçĕсен бригадин актёрĕ пулса тухнă. Ăна вĕрентекенĕ — С. М. Мерзляков театр ĕçченĕ. Чăваш пукане театрĕнче 1945 çулта ĕçлеме тытăннă та 1987 çулчен тăрăшнă. С. М. Мерзляков пьесипе лартнă «Виçĕ тус-тантăш» спектаклĕнче (премьера 1945 çулта акан 15-мĕшĕнче иртнĕ) Жучка тата Кашкăр, кайранрах Хĕл Мучи ролĕсене вылянă.
30 çул ытла театрта ертӳçĕ тата режиссёр-педагог пулса ĕçленĕ. Спектакльсенче 150 ытла роле сăнарланă. 1950-60-мĕш çулсенче С. М. Мерзляков малтан лартнисене çĕнетсе кăларнă.
Чылай хушă чирленĕ хыççăн 1995 çулта утăн 13-мĕшĕнче вилнĕ.
Чысланисем
тӳрлет- III степеньри Мухтав орденĕ (1950);
- «Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль (1945);
- I степеньри Тăван Çĕршывăн вăрçин орденĕ (1985 - юбилейпе);
- РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1970);
- Чăваш АССР çамрăксене тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ (1986);
- медальсем.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Справка
- слайды 2020 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- тут 2018 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- тут 2020 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- ещё один источник.
- был приглашён 2018 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- Биография 2018 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- Справка
- Ученик 2020 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Слава 2020 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- Справка
Ку актёр е актриса пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |