Алексеев Владислав Алексеевич

Алексеев Владислав Алексеевич, — публицист. 1999 çултанпа Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕнче тăрать. Техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ (1979), пĕтĕм тĕнчери информатизаци академиĕн пайташ-корреспонденчĕ. Раççĕйĕн экологи академиĕн тĕп пайташĕ.

Алексеев Владислав Алексеевич
Алексеев Владислав Алексеевич

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет

1946 çулхи çу уйăхĕн 24 Чăваш Енĕн Елĕк районĕнчи Çулавăç ялĕнче çуралнă. 1965 çулта Шупашкарти энерготехникума пĕтернĕ, 1971 çулта — Чăваш патшалăх университетне. 1977 çулта В. И. Ленин ячĕллĕ Пĕтĕм союзăн электротехника институчĕ çумĕнчи асперантурăна пĕтернĕ.

Шупашкарти пир-авăр комбиначĕнче, Шупашкарти трактор валли запас пайĕсем тăвакан заводра электрик пулса ĕçленĕ. Пĕтĕм союзри тĕпчекен, проект, констркутор тата технологи институтĕнче инженер-тĕпчевçĕ тата аслă ăслăлăх ĕçченĕ пулса ĕçленĕ. «Лада» коммерципе производство фирминче тĕп тиректăрĕн çумĕ, Раççей Федераци президент администрациĕнче эксперт-специалист вырăнĕнче пулнă. Çавăн пекех акционерсемпе укçа хуракансен прависен халăх комитечĕнче председателĕ, Патшалăх шучĕнче тăман пенси фончĕн филиалĕн пуçлăхĕ пулнă.

Владислав Алексеев Демократиллĕ Чăваш Ен юхăмăн председатель çумĕ, «Альтернатива» суйлакансен прависене хӳтелекен пĕрлешĕвне туса хуракан.

Ĕçĕсем

тӳрлет

Владислав Алексеев 85 ăслăлăх ĕçĕсепе 26 изобретени авторĕ.

Кĕнекесем

тӳрлет

Владислав Алексеев вырăсла çырать. Унăн кĕнекисем:

  • «Нравственность посткоммунистической России» (1999), очерксем.
  • «Политические процессы в Чувашии» (2000), очерксем.
  • «Кто такие социал-демократы? Что такой третий путь?» (1996), очерксем.

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.