Алапӳ историйĕ

Алапӳ — пăлхар-чăвашсен паянкуна упранса юлнă авалхи хуласенчен пĕри. Халĕ ăна вырăсла Елабуга, тутарла — Алабуга теççĕ.

Хулан авалхи пурнăçĕ тӳрлет

Алапӳ хулине X ĕмĕрте Алмас патша никĕсленĕ пулас. Унăн ислам тĕнĕпе пурăнакан Ибрагим патша мăнукĕ вара 985 çулта чуллă çыранра çирĕп кермен тума тытăннă. Ăна "Аламир-султтан" тенĕ. Аламир-султтан — Ибрагимăн юратнă мăнукĕ. Маларах кунта авалхи тĕнпе пурăнакан пăлхар-чăвашсен кĕлĕ вырăнĕ пулнă теççĕ. Кун пирки Альфред Халиков хăйĕн "Новое открытие Елабуги" статьинче çырать. Ку статья "Известия Татарстана" хаçатра, 180 (451) номерĕнче пичетленнĕ. XIV ĕмĕрти паллă мар çыравçă çапла çырнă: "Бес невкоем улусе казанском мал градец пуст, да брезе высоци Камы реки стоя, его же Русь именует бесовские градище... И то бе еще старых болгар мольбище жертвенное..." 1181 çулта Новгород хулин ушкуй текен пысăк киммисемпе килсе тухнă хурахĕсем Алапӳ хулине çунтарса яраççĕ. Аламир-султтан та вутра пĕтет. Унăн никам илейми çирĕп турулĕ çеç упранса юлать, унпа пăлхарсем хăйсен тăшманĕсене хупса лартмалли тĕрме пек усă курма тытăнаççĕ. 1193 çулта пăлхар-чăвашсен аслă сăвăçĕ Кул Али ертсе пынипе пирĕн асаттесем Пăлхар хулинче ларакан Абдулла патшана хирĕç пăлхав çĕклеççĕ. Анчах Абдулла патша ăна юнпа пусарать. Ун хыççăн Пӳлер хули патĕнче пăлхавçă пăлхар-чăвашсен куç умĕнче, юри вĕсене хăратас тесе, Абдулла патша çыннисем тыткăна лекнĕ Чулхула 500 хурах-ушкуйникне питĕ тискеррĕн вĕлереççĕ. Çакăн чухне Кул Алин хуп-хура çӳçĕ кăн-кăвак кăвакарать. Хыççăн ăна Алапӳ хулинчи турул-кермене сăнчăрласа лартаççĕ. 1203 çулта ислам тĕнне йышăнман пăлхарсем патшана хирĕç вăрçа çĕкленеççĕ. Вĕсем хăйсен авалхи тĕнĕпех пурăнасшăн, Аллаха мар, Танкăра пуççапасшăн. Кул Алине тĕрмерен хăтараççĕ, çарпуçĕ пулма ыйтаççĕ, анчах та Кул Али килĕшмест. Ăна вара ирĕке яраççĕ, Алапӳе вут чĕртсе çунтараççĕ. 1236 çулта Батый Атăлçи Пăлхарстана çĕмĕрсе тăкать. Кул Али ăна хирĕç паттăррăн çапăçать. Тыткăна илсе ăна каллех çак Алапӳ турулне хупаççĕ. 1242 çулта вара çавăнтах чаплă сăвăçăн вут чĕри тапма чарăнать. Монгол-тутарсем хыççăн хула Хусан патшалăхне кĕнĕ. 1552 çулта вырăссем Хусана çĕнтерсе илсен Алапӳ карманĕ вырăнĕнче Трехсвятская ятлă вырăс ялĕ ӳссе ларать, каярахпа ăна вырăсла Елабуга теме тытăнаççĕ.