Аккала саами
Аккала саами, — саами чĕлхисен пĕри. Унпа Раççейри Кола çурутравĕнчи A´kkel тата Ču´kksuâl саами ялĕсенче калаçнă. Малтан вăл килдин саамин диалекчĕ шутланнă. Хальхи вăхăтри тĕпчевсем тăрăх аккала саами уйрăм чĕлхе шутланать. Скольт саами чĕлхипе çывăх. Чĕлхен ISO кочĕ smi e sia.
Юлашки аккала саамилле калаçакан Марья Серьгина 2003 çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче вилнĕ. Çакăнпа чĕлхе çухалнă.