Ай, садра, пахчара

Ай, садра, пахчара — авторĕсем паллă мар та, çавăнпа фольклорла хайлав шутланатьь.

Ай, садра, пахчара
Юрă
Жанр Хăна юрри
альбомĕн трек-лисчĕ
-


Sura near Alatyr
Volga Ulyanovsk-oliv
Humulus lupulus
GravityTap

Юррăн сăвви

тӳрлет

Ай, садра, пахчара
Пирěн твансем нумай мар,
Сăр хěрринчен пуçласа.
Сăр хěрринчен пуçласа та
Атăл хěрне çитиччен.
Ай, садра, пахчара
Сарă кайăк йăвара.
Сарă кайăк йăвара та
Эпир кунта хăнара.
Ой, пахчи, сад пахчи,
Йěри тавра умлуççи.
Йěри тавра умлуççи те
Пирěн твансем чун уççи.
Квакал ишет кÿлěре,
Хуплу пиçет кмакара,
Хуплу пиçнě майěпе те
Килсе курас терěмěр.
Хăмла ÿсет пахчара,
Сăра йÿçет каткара.
Сăра йÿçнě майěпе те
Килсе курас терěмěр.
Пирн тăвансем кăмăллă,
Ачи-пăчи телейлě.
Твансем лайăх майěпе те
Килсе курас терěмěр.

Юррăн кĕвви

тӳрлет

Халăх кĕвви темелле.

Юррăн кунçулĕ

тӳрлет

Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет