Авиньон Вередемĕ
Вередем (фр. Veredeme; лат. Veredemus) (640 — 720) — сăваплă Авиньон еписопĕ (700—720), асăну кунĕсем — çĕртме, 17 тата çурла, 20.
Пĕрлехи хыпарсем
тӳрлетСăваплă Вередем (е Вередемий), грек кăкĕнчен тухнăскер, Галлире, Дюранс (Durance) айлăмĕнче пĕччен пурăнма тытăннă. Унăн çĕр хăвăлĕ Гардонăн çыранĕ хĕрринче пулнă. Сăваплă Эгидий унăн юлташĕ шутланнă, сăваплă Агрикола çĕре кĕрсен, 700 çулĕ тĕлнелле, Авиньон епископĕ вырăнне йышăннă. Çак вырăн вăл 720 çулчен тăрăшнă.
Сыхланса юлнă çĕр хăвăлĕнче — Анат Лангедокра чи ĕлĕкхинче — VIII ĕмĕрте çырнисем упранса юлнă.
Сăв. Вередеме Кавайонра, Аптра (Apt) тата Карпантра хисеп тăваççĕ. Сăв. Вередем уявне (fête Saint-Vérédème) Эйгьерте (Eyguières) ирттереççĕ. 1960-мĕш çулченех Санильякра (Sanilhac) пурăнакансем Гардон патĕнчи Вередемĕн çĕр хăвăлне çумăр ыйтма кĕл тума çӳренĕ. Сăваплă Вередем Кро (Crau) тӳремĕнчи кĕтӳçсен хӳте кӳрекенĕ шутланать.
Каçăсем
тӳрлет- Catholic Encyclopedia: Nîmes
- Les Gorges du Gardon: La baume St Veredeme 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.