Авиньон Агриколĕ

Авиньон Агриколĕ (630700 тĕлнелле) — Авиньон епископĕ (660—700). Католици чиркĕвĕн сăвапçи, асăну кунĕ — авăнăн 2-мĕшĕ.

Пĕрлехи хыпар

тӳрлет

Чăнлав йĕрĕпе, Агрикола ашшĕ — сăваплă Магн, Авиньон епископĕ. Вунулттă çула кайсан унăнне Лерин мăнастăрĕнче çӳç каснă. Мăнастăрьте Агрикола архидиакон пулнă. Агрикола вăтăр çул тултарсан, ашшĕ ăна коадъютор туса хурать. Сăв. Магн 660 çулта çĕре кĕрсен, сăв. Агрикола унăн вырăнне йышăнать. Хулара вăл храм тутарать, унта Леринри Турра ĕненекенсем пурăннă. Унăн турăна кĕлĕ тунисем паллăна тухнă, чухăнсемпе чирлĕ çынсене хӳтĕленĕ. Сăв. Агрикола хĕрарăм мăнастăрьне йĕркеленĕ. Сăв. Агрикола 700 çулĕ тĕлнелле çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Унăн хыççăн Авиньон епископĕ пулни — сăваплă Вередем.

Хисеплени

тӳрлет

919 çулăн хартипе сăв. Агриколăна Сăв. Петĕр (Saint-Pierre) апостолăн авиньон чиркĕвĕнче пытарнă. XI ĕмĕрĕн вĕçĕнче Арберт епископ Авиньонри сăв. Агрикола мăнастăрьне парнесем кӳни паллă. Сăв. Агрикола (Saint Agricola) храмне, XII ĕмĕрте, хăпартнă, пулас. 1321 çулта Рим паппи Иоанн XXII чухне Авиньонра тыткăнлани ăна коллеги храмĕ шайне çĕкленĕ. Çакна пула, темелле-ши, сăв. Агрикола типӳтне Сăв. Петĕр чиркĕвĕнчен çак храма куçарнă.

Сăв. Агриколăна XIV тата XV ĕмĕрсенче хисеплесси ӳснĕ, 1647 çулта, Кесарий Аргелли (César Argelli) архиепископ чухне ăна хулан сăвплă хӳткӳревçи теме тытăннă. Унăн ятне тип çанталăк чухне çумăр пама е ытти инкек-синкек чухне кĕлĕсенче асăнаççĕ.

XV ĕмĕрти хутсемпе сăпайлă, сăваплă Агрикола ячĕпе кĕлĕ иртернипе аистсем килесрен сыхланнă. Вăл аистсен хӳткӳревçи шутланать, ӳкерчĕк çине ăна аистсемпе сăнарлаççĕ.

Вуламалли

тӳрлет
  • Saint Agricol, patron d'Avignon. Notice explicative. Avignon : Impr. de F. Séguin aîné, 1857.
  • La Vie de saint Agricol : évêque et patron de la ville d'Avignon / par l'abbé Clément. - Avignon : J. Roberty, 1771, XV-133 p.
  • Panegyrique de saint Agricol, citoyen, évêque et patron de la ville d'Avignon, avec des notes sur les actes et le culte de ce saint et sur l'histoire tant sacrée que prophane de la même ville / par Didier Eusebe. Avignon : chez Joseph-Simon Tournel, 1755, 80 p.
  • Vie de saint Agricol, citoyen, évêque et premier patron de la ville d'Avignon / par Augustin Canron. Avignon : Aubanel frères, 1861, 104 p.
  • Saint Agricol, moine de Lérins, évêque et patron d'Avignon / Paul Terris. Fréjus : impr. de L. Leydet, 1876, 9 p.

Каçăсем

тӳрлет