Абруццо
Абруццо Abruzzo | |
---|---|
Зона: | Вăта Итали |
Тĕп хула: | Л’Акуила |
Лаптăк: | 10 794 км² |
Пурăнан халăх: | 1 342 177 çын (14-мĕш вырăн, )30.11.2011 |
Халăх йышлăхĕ: | 124,7 çын/км² |
Провинцисем: | Л’Аквила, Кьети, Пескара, Терамо |
Коммунăсем: | 305 |
Пуçлăх: | Джанни Кьоди с 2009 |
Официаллă сайт |
Абру́ццо (итал. Abruzzo, малтанхи (1963 çулчен) ячĕ — Абру́цци итал. Abruzzi) — Италири облаç.
Халăх йышĕ, облаç тытăмĕ
тӳрлетОблаçре 1342 пин çын (2010) пурăнать, ку патшалăхра пурăнан халăхăн 2,2 % пулать. Регион çак кăтартупа патшалăхра 14-мĕш вырăнта.
Тĕп хула — Л'Аквила. Шекĕр хула — Адриати тинĕсĕ хĕрринчи Пескара.
Çутçанталăк-тавралăх пахалăвĕ
тӳрлетАбруццо регионĕ Апеннин çурутравĕн вăта пайĕнче, Адриати тинĕсĕ çумĕнче вырнаçнă. Регион лаптăкĕ 10 794 çм² (13-мĕш вырăнта Италире), территорин иккĕ виççĕмĕш пайне тусем йышăнаççĕ. Абруццо çĕрĕнчи чи çӳллĕ вырăн — Корно-Гранде (Corno Grande) (2914 м ) тата Монте-Амаро (Monte Amaro) (2795 м ).
Абруццо облаçĕн территорин çĕр пичĕ тĕрлĕ тĕслĕ: çурутравĕн вăта пайĕнчи тусем, нумай пляжлă сăртлă Адриати тинĕсĕ.
Кун-çулĕ
тӳрлетАбруццо тахçан Неаполь патшалăхĕн тата Иккĕ Сицилин патшалăхĕн пайĕ шутланнă. 1861 çултанпа — пĕрлешĕннĕ Итали шутĕнче, маларах патшалăх, 1946 çултанпа — республика. 1963 çулчен Абруццо, хальхи Молизе регионпа пĕрле Абруцци-е-Молизе регионĕ пулнă.
Экономика
тӳрлетАбруццо ШПТ Италин ШПТ 1,8 % шутланать, çак вăл 26 807,3 млн. евро. . Пĕр çын шайне вăл 20 501,1 евро çитет. Абруццора туризм лайăх аталаннă. Хуласенче авалхи рим тата вăтам ĕмĕрсенчи çурт-йĕрсем упранса юлнă. Тусем çинче хĕлле туçи йĕлтĕрĕсен курорчĕ бази нумай, çулла вара Адриатика хĕрринче халăх канать.
Символика
тӳрлетАбруццо ялавĕ — регионăн официаллă символĕсенчен пĕри. 1999 çулхи çăвăн 21-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Тăвăттă кĕтеслĕ тĕксĕм хĕрлĕ пусма, варринче Абруццо гербĕ. Герб çинче 3 диагональ ярăмĕ — çӳлте юр тĕсне пĕлтерекен шурă ярăм, варринче — вăрмана палăртакан симĕсси, аялта — тусене кăтартакан синкер тĕс. Енĕсен шайĕ — 2:3.
Абруццо Викиампарта? |
Кăсăк фактсем
тӳрлетАбруццора 1984 çулхи кĕркунне «Рыжая Соня»тата «Леди-ястреб» фильмсене çапса илнĕ[1].
Каçăсем
тӳрлет- Абруццо регионĕ (итал.)
- Абруццо пирки сайт 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ. (выр.)
Асăрхавсем
тӳрлет
Ку Итали географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |