Ăптă (ăктă)
Ăптă (лат. Leuciscus idus), — карп йышне кĕрекен тăсăкрах пулă. Тĕксĕмрех кĕмĕл тĕслĕ кĕлетки 60 сантиметра çитме пултарать, йывăрăшĕ – 6 килограма. Ытларах чухне вăлтана 2 килограмран пĕчĕкрех пулăсем çакланаççĕ. Ăптăн хуппи партас хуппипе танлаштарсан вĕтĕрех, куçĕ вара сарăрах тăслĕ.
Вăлчине 4-5 çула çитсен сапма пуçлать. Ку вăхăтра вăл вăтамран 350 грамм таять. Ăптă тĕрлĕ вĕт чĕр чунсемпе тăранса пурнакан пулă, çулла çинçе çип евĕрлĕ ӳсен-тăрансене çиет.
Ку пулăшăн шыв тасалăхĕ – чи кирлĕ условисенчен пĕри. Юхан шывра ăптă йышлансан шыв тасине ĕненсех тăр. Аптă шыв хуранĕн ашĕ çине лайăх кĕрет.
Вуламаллии
тӳрлетИгнатьев Н.Г., Шабалкин В.М. Чăваш ен чĕр чунĕсем. — Чăваш кĕнеке издательстви. — ISBN 5-7670-1021-8