Çуркунне (Нина Химетова юрри)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Çуркунне (пĕлтерĕшсем) пăхăр.


Çуркунне — лирикăлла юрă. Енчен те кам çырни паллă мар пулнă пулсан, халăх юрри (фольклор) тенĕ пулăттăмăр, анчах та чăннипе авторĕ паллă. Вăл — Нина Химетова, юррăн сăввине те, кĕввине те хăйех çырнăскер. Чăн малтан шăрантарса халăх умне кăлараканĕ те вăлах пулнă.

Çуркунне
Юрă
Жанр лирикăлла юрă
альбомĕн трек-лисчĕ
-

Юрăпа тата унăн авторĕпе çыхăннă мĕнпур самантсем пирки Шăмăршăра пурăнакан Н. Медведев журналист «Çамрăксен хаçатĕнче» çырса кăтартнă[1].

Юрра çав ятлах ытти хайлавсемпе пăтраштармалла мар.

Юррăн никĕсĕсем

тӳрлет

Юррăн сăвви пирки

тӳрлет


Çав тери хитре çурхи кунсем
Илемленеççĕ хирсем, улăхсем
Чечекленеççĕ садсем, пахчасем
Телейлеççĕ пула чĕрчунсем.

Хушса юрламалли:
Çуркунне, çуркунне, çуркунне,
Шăрантараççĕ кайăксем юррисене.
Çуркунне, çуркунне, çуркунне,
Юратаççĕ качăсем хĕрĕсене.

Çав тери кĕске çурхи каçсем
Янăраççĕ хĕрсен юррисем
Илĕртеççĕ юшсен сассисем
Саланаççĕ ялти çăмрăксем.

Хушса юрламалли:
Çуркунне, çуркунне, çуркунне,
Шăрантараççĕ кайăксем юррисене.
Çуркунне, çуркунне, çуркунне,
Юратаççĕ качăсем хĕрĕсене.

Кĕскелсе пыраççĕ çĕрĕсем
Тутлă ыйхăра ялйышăмсем
Шăплăха шыраççĕ çамрăксем
Вăрттăн çуралаççĕ туйăмсем.

Хушса юрламалли (2 хут):
Çуркунне, çуркунне, çуркунне,
Шăрантараççĕ кайăксем юррисене.
Çуркунне, çуркунне, çуркунне,
Юратаççĕ качăсем хĕрĕсене.

Çуркунне, çуркунне, çуркунне,
Шăрантараççĕ кайăксем юррисене.
Çуркунне, çуркунне, çуркунне,
Юратаççĕ качăсем хĕрĕсене.

 
Янкăр кăвак пĕлĕт

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Халлĕхе ку номере тупса палартайман-ха. Н. Медведев, Н. Химетова пекех, Аслă Чемен ялĕнче çуралса ÿснĕ

Каçăсем

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.