Çупай, — чăваш мăрси.

Пурнăçĕ, ĕçĕсем

тӳрлет

Вăл чăвашсене ислам тĕнне кĕртсе тутарланассине хирĕç кĕрешекен пулнă. Ун çинчен Чулхулара пурăнакан тутар тĕпчевçи А.М.Орлов çырнă «Мещера, мещерики, мишаре» кĕнекере вулама пулать.

«Чувашские мурзы Нижегородского края рядом с татарскими, мордовскими, упоминаются в 1647 году. О чувашском элементе в среде нижегородских татар говорилось очень много в дореволюционной литературе. Отатарившиеся чуваши XVIII — XIX веках встречались в Татарском Маклакове, Пектрексах, Собачьем Острове, Кочка-Пожарках и др. На них прежде всего опирались при крещении татар. Об этом, в частности говорится в челобитной новокрещена деревни Петрексы Гаврилы Алексеева (до крещения Субай Сапаров), потомка древних служивых татар. По местным преданиям основателем этой татарской деревни был чувашин Петр (Петрексы в переводе с чувашского означает «Петров выселок»), который вместе со служилыми татарами был наделен поместьем в данной местности».

Субайăн чăн ячĕ Çупай (çакна А.М.Орлов тĕпчевçĕ Юхма Мишши патне çырнă çырура палăртать), унăн пуççапса çырнă хучĕ Чулхулари архивра (дело №20, ф.570, оп.554, л.5) упраннине пĕлтерет. Çупайăн арăмĕпе ывăлĕ пулнă. Вăл хăй çурчĕпе пурăннă, çурчĕ-йĕрĕ, пĕтĕм хуралчĕ ăна авалхи чăваш мăрси пулнă ашшĕпе аслашшĕнчен юлнă иккен.

Çупай çинчен çырнă чăнлавсем тăрăх чăвашсем XVIXVIII ĕмĕрсенче Сăр тата Ока юханшывĕсем хушшинче пурăннине пĕлме пулать.

Вуламалли

тӳрлет