Çумăрти портрет

«Çумăрти портрет»Гавриил Егиазаров режиссёр 1977 çулта Мосфильм киностудире ӳнерленĕ совет илемлĕ фильмĕ.

Çумăрти портрет
Портрет с дождём
Жанр мелодрама
Режиссёр Гавриил Егиазаров
Сценари
авторĕ
Александр Володин
Тĕп рольсенче Игорь Ледогоров
Галина Польских
Оператор Валерий Шувалов
Композитор Алексей Мажуков
Кинокомпани Мосфильм, Тăваттăмĕш пултарулăх пĕрлештерĕвĕ
Тăсăлу 90 мин
Патшалăх ССРП
Çул 1977
IMDb ID 0076562

Сюжет тӳрлет

Ĕç-пуç порт-хулара пулса иртет. Анатолий (И. В. Ледогоров), инçет çӳрев капитанĕ, амăшне пытарать. Пытарсассăн унăн Клавдия (Г. А. Польских), кузинăн палланă хĕр-тусĕ кăна юлнă; вăл пытарнă мешехере пулăшнă, укçапа пулăшнă. Анчах та Анатолий хĕрарăм çакна хăйĕн ырă кăмăлĕпех тунине ĕненмест, çапла ăна кӳрентерет — Клавдия тухса каять.

Анатаолий майĕпен Клавдия ырă кăмăллă, çынна пулăшма хатĕр пулнине ăнланса илет. Вал унпа тĕл пуласшăн пулать, çапах та вĕсен хутшăнăвĕсем çăмăллăн пымаççĕ.

Фильмăн юлашки сценинче Клавдия шалкăм çумăр айĕнче Анатолий шывçӳревне тухас умĕн хăварнă йытă хыççăн чупать. Анчăк Анатолие шыраса порта çитесшĕн.

Рольсенче тӳрлет

Ӳнерлекен ушкăн тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет