«Рута» текен ÿсентăрансем чăнах та пур, анчах та вĕсем Чăваш Енре ÿсмеççĕ. Çавăнпа та текста поэзилле куçарнă чухне асăнмасан та юрать. Тепĕр енчен, пайăррăн илсен мĕнле ÿсентăран пирки самах пыни те чат уçăмлах мар. «Кандидатсем» темиçен.
Мĕншĕн-ха «Çимĕк чечекĕ»? Мĕншĕн тесен ку оригинала çывăх тата сыпăксен шучĕпе, пусăмсен вырăнĕсемпе те тĕл килет. Çапла вара юррăн чăвашла куçарнă тексчĕ те, сăмахран, ак çапла курăнма пултарать.
Украинла
Чăвашла
Червона рута
Ти признайся мені
Звідки в тебе ті чари
Я без тебе всі дні
У полоні печалі
Може, десь у лісах
Ти чар-зілля шукала
Сонце-руту знайшла
І мене зчарувала?
Приспів:
Червону руту Не шукай вечорами
Ти у мене єдина Тільки ти, повір!
Бо твоя врода То є чистая вода
То є бистрая водаЗ синіх гір
Бачу я тебе в снах
У дібровах зелених
По забутих стежках
Ти приходиш до мене
І не треба нести
Мені квітку надії
Бо давно уже ти
Увійшла в мої мрії
Приспів:
Çимĕк чечекĕ
Ним тунмасӑр кала:
Ку асамлӑх е ӑрӑм?
Эсӗ ҫук чух ялан
Кулянуллӑ ман тӑрӑм.
Вӑрмансен хӳттипе
Имлӗ курӑк шырарӑн.
Хӗвел пек чечекпе
Эс мана тухатайрӑн.
Хушăм:
Ҫимӗк чечекӗ, кирлӗ мар шырамашкӑн,
Эсӗ манӑн пӗртен-пӗр, ӗненсем, шансам...
Мӗн-ма тесессӗн, хӑвӑрт шыв евӗр эсӗ —
Ҫӳллӗ сӑртсен шывӗсем тап-таса.
Сӗмлӗхри юмансар,
Эс ун тӑрӑх ҫӳретӗн.
Сукмакапа йӑпшӑнса
Ман пата ак килетӗн.
Кирлех мар ку чухне
Санӑн шанчӑк чечекӗ.
Манӑн ӗмӗтсене
Унчченех эсӗ кӗнӗ.
Хушăм:
Калас пулать, юрланă чухне хушăма, йăлана кĕнĕ тăрăх, юлашкинчен икĕ хут пушкараççĕ, хушăмăн юлашки йĕркине вара — тата икĕ хут (çапла вара мĕнпурĕ 3 хут пулать).