Çиçĕмесирев — çуртсене, çаплах ăшĕнчи пурлăха тата çынсене хăрушсăрлăх паракан техника тата ятарлă хатĕрсен комплексĕ. Çĕр чăмăрĕ çинче çулсерен 16 мильона таран аслатиллĕ çумăр çăвать, пĕр куна 44 пин[1]. Çуртсене (çурт-йĕрсене) çиçĕм лексен:

  • çурт (çурт-йĕр) е унăн пайĕсем çĕмĕрĕлеççĕ,
  • ăшĕнчи электрика тата электронлă пайĕсем пăчланаççĕ,
  • çурт (çурт-йĕр) ăшĕнчи е çумĕнчи чĕрчунсем аманаççĕ е вилеççĕ.
Çиçĕм Эйфел турулĕн çиçĕмсиревне лекет. 1902 çулăн фотографийĕ.

Çуртсен çиçĕмсиревне тулаш тата шал пайĕсене уйăрма пулать.

Тулаш çиçĕмсирев системи

тӳрлет

Тулаш çиçĕмсирев системи çиçĕме çавăрса илсе çĕре антарса ярать, çапла вара çурт (çурт-йĕр) çĕмĕрĕлмест, вут-кăвара каймасть.

Çиçĕм çурт çине тĕл лексен те тĕрĕс хатĕрлесе тунă çиçĕмсирев хатĕрĕ хай çине çиçĕм юхăмне илсе ăна çĕре сиктерет, унта ĕнтĕ юхса анакан энерги хăрушла мар саланать. Çиçĕм юхăмне хӳтĕлеври объекта тивмесĕр ирттермелле, унăн ăшĕнчи тата тулашĕнчи çынсене суранламалла мар пултăр.

Тулаш енчен çиçĕме сирев мелĕсем:

  • çиçĕме илекен эреш;
  • карăнтарнă çиçĕме илекен трос;
  • çиçĕме илекен кашта (варă).

Çавăн пекех

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет