Ь
(Çемçелĕх палли ҫинчен куҫарнӑ)
Ьь, — кириллица çинчен никĕсленекен алфавитăн, чăваш алфавитĕнчи вăтăр тăваттăмĕш саспалли. Унăн ячĕ — «çемçелĕх палли». Вырăс çырулăхĕнчен илнĕ. Малтанхи хут 1737—1938 çулсенчи çырулăх палăкĕсенче тĕл пулать. И.Я.Яковлев хăйĕн малтанхи алфавитне кĕртнĕ пулнă, унта вăл ĕ сасса пĕлтернĕ. Анчах та кайран, 1872 çулта, ку палла алфавитран кăларнă. Çĕнĕ чăваш çырулăхне тепĕр хут 1938 çулта кĕртнĕ.
Çемçелĕх палли нимĕнле сасса та пĕлтермест, унпа сăмахри çемçе хупă сасса палăртма усă кураççĕ: выльăх, мăкăнь, вулать, кукăль, ахаль. Сăмах варринче те çыраççĕ (кĕсье, тухья, Мăньял, статья), унта вăл уйăракан паллă шутланать.