Çĕр мулкачĕ йышшисем
Çĕр мулкачĕ йышшисем – пысăк пуçлă, пуклак питлĕ, вăрăм хăлха çунаттиллĕ чĕрчун. Малти урисем кĕске, кайри урисем питĕ вӑрăм. Унăн пурнăçĕ ытларах çĕр айĕнче иртет. Курăк çулçисемпе, вăррисемпе тата тымарĕсемпе тăранса пурӑнать. Пĕтĕмпе 26 тĕс шутланать. Пирĕн тăрăхра 2-ĕшĕ тĕл пулать.