Вăрман шăшикки

Вăрман шăшиккиçĕр мулкачĕсен йышне кĕрекен чĕрчун. Кĕлеткин тăршшĕ 6-8 сантиметр, хӳри - 8-10 сантиметр. Кĕлеткипе вăл шăши евĕрлех, анчах малти ури кайричен кĕскерех. Ку чĕрчун 12 грамм таран тайма пултарать Пурăнма вăл курăк лайăх ӳсекен вырăнсене килĕштерет. Çăра курăк хушшинче вăл тĕрлĕ курăк, хыр е чăрăш вăрри, хурт-кăпшанкă пуçтарать. Шăшисемпе танлаштарсан шăшикки хĕлле çывăрать. Çуркунне вăраннă-вăранманах шăшиккисем пĕтĕçленеççĕ. Ами пĕр уйăхран 3-5 çура тăвать. Шăшикки ĕмĕрĕ 2-3 çултан иртмест. Шăшиккисем пирĕн тăрăхра пур çĕрте те анлă сарăлнă пулин те вĕсен хисепĕ пĕчĕк.

Вăрман шăшикки