Трескина Алина Николаевна, — чăваш чĕлхине вĕрентес меслетлĕх кафедрин аслă лаборанчĕ. 1982 çулхи юпа уйaхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Комсомольски районĕнчи Шурут ялĕнче çуралнă.

Пурнăçĕ тӳрлет

1999 çулта Шурутри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультетĕнче (1999-2004) аслă пĕлӳ илнĕ. Чăваш чĕлхине вĕрентес меслетлĕх кафедрине уçсан унта ĕçлеме вырнаçнă. Аслă лаборант ĕçне туса пынисĕр пуçне вырăсла калаçакан студентсене чăвашла вĕрентет.

Пичетленнĕ ĕçĕсем: тӳрлет

  • Ю. Скворцовăн портрет тăвас ăсталăхĕ // Чăваш чĕлхипе литератури: теори тата методика. 3-мĕш кăларăм. - Шупашкар, 2005.