Çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхĕ (ÇИП)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Çип (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхĕ (ÇИП), вырăсла ăна Свободная ассоциация писателей (САП) теме йышăннă[1] — чăваш çыравçисен юридицилле сăпат пулса тăмасăр 2015-мĕш çулта йĕркеленнĕ пĕрлĕхĕ. Ертÿçи — Родионов Виталий Григорьевич.

Родионов Виталий Григорьевич, ÇИП ертÿçи

Пĕрлĕх пайташĕсем[2][3] тӳрлет

Мĕнпе палăрма ĕлкĕрнĕ?[1] тӳрлет

  • Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ тĕнчери конкурсăн чăваш тапхăрĕсене ирттерни («Еврази çыравçисен пĕрлĕхĕ» юридици сăпачĕ йĕркелесе ĕçлекен пĕтĕм тĕнчери халăх пĕрлĕхĕпе пĕрле (штаб-хваттерĕ Турци Республикин тĕп хулинче Анкарара вырнаçнă, ертӳçи Якуп Омероглу доцент, ветеринари ăслăхĕсен докторĕ)
  • Самар облаçĕнчи Шикун районĕнчи Мулеккел, Питреккел ялĕсене, Хаккас республикинчи Доможаково ялне шефа илни
  • Асăннă Шикун районĕнчи Чăваш культура автономийĕпе пĕрле Мулеккелте пытарнă Мĕтри Ваçлейĕ ячĕпе ĕçтăвăмсем йĕркелесе ирттерни
  • Митта Ваçлейĕн премине парас ĕçе хутшăнни
  • Литературăпа çыхăннă тĕнчери канашлусене, вăл шутра çамрăк çыравçăсене, хутшăнни.
  • Уникаллĕ кĕнекесем кăларас енĕпе пуçару (сăмахран, Иосиф Трерăнне).
 
Ион Шеремет, ÇИП пайташĕ

Çăлкуçсем тӳрлет

 

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ 1 тата 2 Кондратьева, Элла. Литература — дело одиноких людей" — ИдельРеалии сайт
  2. ^ Ятсене алфавитпа мар, «ăнсăрт» текен меслетпе черетлесе тухнă
  3. ^ Борис Чиндыковăн «Çăлкуçсем» секцире кăтартнă хыпарĕ тăрăх.