Иванов Илья Арсентьевич

Илья Арсентьевич Иванов (псевдоним - Илле Иванов) — чăваш сăвăçи, публицисчĕ, пĕрлĕх ĕçченĕ.

Илле Иванов
Çуралнă чухнехи ят: Иванов Илья Арсентьевич
Çуралнă вăхăт: 2 çурла 1955
Çуралнă вырăн: Красномайск ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР, СССР
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçи тата публицисчĕ
Жанр: публицистика, поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Парнесем: С.Элкер ячĕллĕ парне
Чыславсем: Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ;
Иванов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Эдуард Мочалов тата Илле Иванов (сылтăмра) «Взятка» хаçат ĕçĕпе суд ларăвĕ умĕн

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, С.Элкер ячĕллĕ парне лауреачĕ

Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ парне фондне йĕркелекенĕ.

Биографи тӳрлет

1972-мĕш çулта Авангард хаçатра корректор, 1974-1976-мĕш çулсенче Алманчă вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ, "Ленинец" колхозăн комсомол секретарĕ пулнă. 1976-1984-мĕш çулсенче Патарьел комсомол тата парти райокомĕнче ĕçленĕ, Авангард хаçатăн редакторен çумĕ пулнă. 1980-мĕш çулта Чăваш патшалăх университетне вĕçленĕ.

1984-мĕш çултан Шупашкарта "Молодой коммунист" редакцинче, каярах Хыпар хаçăт редакцинче редактор çумĕ пулнă[1].

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ И.М.Матросов, С.А.Карягин, А.И.Мефодьев Батыревская энциклопедия. — Шупашкар: 2005.

Каçăсем тӳрлет