Windows 95, — 1995 çулхи çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Microsoft корпораци кăларнă 16-/32-разрядлă операци системи.

Microsoft Windows 95 logo with wordmark.svg
Windows 95
Рабочий стол Windows 95
Windows 95 ĕçлев сĕтелĕ.
Тăвакан Microsoft
ОС çемьи Windows 9x
Пĕрремĕш кăларăм 1995 çулхи çурлан 24-мĕшĕ[1]
Юлашки верси OEM Service Release 2.5 — 1997 çулхи чӳк, 26
Тĕшĕсен тĕсĕсем монолитлă тĕшĕ
Лицензи Проприетарлă
Тăрăм 2002 çулхи раштав, 31 тытса тăма пăрахнă
Веб-сайт www.microsoft.com/windows95

Windows 95-ре малтан уйрăм ĕçлекен Windowsа тата MS-DOSа пĕрлештернĕ. Windows 95 16-разрядлă процессорсем çинче ĕçлемен.

КăларăмĕсемПравить

Аяларах Windows 95-ĕн тĕп кăларăмĕсене эсир курма пултартăр.

Туса хатӗрлениПравить

Microsoft Windows 95-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗнче (Windows 3.1 тухнӑ хыҫҫӑнах) пуҫланнӑ та 1995 ҫулӑн ҫуррине ҫитиччен тӑсӑлнӑ. Пӗрремӗш кӑларни — build 28, 1993 ҫул пуҫламӑшӗ, анчах ун ҫинчен пӗлтернӗ даннӑйсем тетеле ҫаплах юхса кӗмен.[2]

Кăларăм Верси Çул IE версийĕ USB пур, е çук FAT32 усă курасси DMA усă курасси
Windows 95 Retail 4.00.950 1995 çук (1.0 Plus Pack-ра) çук çук çук
Windows 95 Retail SP1 4.00.950A 1995 çук (1.0 Plus Pack-ра) çук çук çук
OEM Service Release 1 4.00.950A 1995 1.0 çук çук çук
OEM Service Release 2 4.00.1111 (4.00.950B) 1996 3.0 çук пур пур
OEM Service Release 2.1 4.03.1212-1214 (4.00.950B) 1996 3.0 пур пур пур
OEM Service Release 2.5 4.03.1214 (4.00.950C) 1997 4.0 пур пур пур

Малтан Windows 95-е 13 дискета çинче, е 1 CD çинче (ун çинче нумай хушса панă файлсем пулнă) сутнă. Windows 95 тухнă çĕре ĕлкермен пирки хăш-пĕр япалана Microsoft Plus! пакета кĕртнĕ (тĕслĕхрен, Internet Explorer).

Малтанхи версинче Интернетпа ĕçлемелли хатĕрсем пулман, анчах та ĕç сĕтелĕ çинче «Microsoft Network» палли пулнă. Ăна кайран çеç унтан кăларса пăрахнă.

АсăрхавсемПравить

КаçăсемПравить