The Washington Post
«Вашингто́н по́ст» (акăл. The Washington Post) — американ хаçачĕ. Вашингтон хулинче пичетленет. Америкăн Пĕрлешӳллĕ Штачĕсен шĕкĕр хулин пысăк хаçачĕ, çаплах чи ваттисен шутне кĕрет.
The Washington Post | |
Тĕс | Кашни кунхи хаçат |
---|---|
Формат | A2 |
Редактор | Маркус Брокли |
Никĕсленĕ | 1877 |
Веб-сайт | www.washingtonpost.com |
Кун-çулĕ
тӳрлетХаçата 1877 çулта Стилсон Хатчинс (Stilson Hutchins) йĕркеленĕ. 1880 çулта вырсарникун кăларăмне хушать, çак енпе эрнере 7 кун тухакан хаçат пулса тăрать. Тăхăр çул иртсен, хаçата çырăнтарас ĕçе аталантарас кампанире, харпăрçăсем Marine Band ушкăнĕн ертӳçне Джон Филип Сузе (John Philip Sousa) композитора марш çырма хушать. «Washington Post маршĕ» Сузе пултарулăхĕн паллă ĕçĕ шутланать.
1899 çулта, Испан-Американ вăрçи хĕрсе пынă чухне, хаçат Клиффорд Беррименăн (Clifford K. Berryman) «Remember the Maine» капăрлатăвне пичетлет.
2005 çулхи юпа уйăхĕ тĕлне, хаçата вулакансен шучĕ 715 181 çын (ĕç кунĕсенче), 983 243 (шăматкун) çитет. Çапла, вулавçăсен йышĕпе хаçат АПШ-ра 5-мĕш вырăнта шутланать. Вашингтонри çывăх конкуренчĕ — Вашингтон таймс.
2006 çулта 22 Пулитцер парнине, Ниманăн 18 стипендине тата Шурă çуртăн фотографĕсен ассоциацин парнине 368 Post журналисчĕ тивĕçнĕ.
Çав. пекех
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Сайт газеты(акăлч.)
- Сайт газеты, посвящённый бизнес-тематике(акăлч.)
- История Washington Post 2008 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.(акăлч.)