TED (конференци)

TED (акӑлчанла аббревиатура technology, entertainment, design сӑмахсенчен; технологисем, вӑйӑ-киленӳсем, дизайн) — Американ харпӑр усламлӑ мар хывӑмӗ, чи малтанах хӑйӗн кашни ҫулхи ирттерекен конференцийӗсемпе паллӑ. Конференцийӗсем 1984 ҫултан пуҫласа Монтерей хулире (Калифорни, АПШ), 2009 ҫултан — Лонг-Бич хулинче (Калифорни, АПШ) иртнӗ, 2014 ҫултан вара Канадӑри Ванкувер хулире иртет.

Лого

Конференци миссийӗ сайра та хаклӑ шухӑшлавсене сарнинчен («ideas worth spreading») тӑрать, суйласа илнӗ лекцисемпе конференцин веб-сайтӗнче ирӗклӗн усӑ курма май пур. Лекцисен тӗрлӗ теслӗ темӑсем: ӑслӑх, ӳнер, дизайн, политика, культура, бизнес, глобаллӑ ыйтусем, технологисемпе вӑйӑ-киленӳсем. тухса калаҫнисен ят-йышне ҫакӑн пек паллӑ ҫынсем, АПШ 42-мӗш президенчӗ Билл Клинтон, Нобель лауреачӗсем Джеймс Уотсон, Мюррей Гелл-Манн, тата Википеди никӗслевҫи Джимми Уэйлс пулса кӗреҫҫӗ.

Конференци кураторӗ тата унӑн яланхи ертӳҫи — Крис Андерсон.

Кун-ҫулӗ

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Кармин Галло. Презентации в стиле TED: 9 приемов лучших в мире выступлений = Talk Like TED. The 9 Public-Speaking Secrets Of The World’s Top Minds. — М.: Альпина Паблишер, 2015. — 253 с. — ISBN 978-5-9614-4899-3.

Каҫӑсем

тӳрлет