Lagavulin (выр. Лагаву́лин) — паллă шотланд пĕрсалатлă вискисен маркки, пĕр ятлă эрех савутĕнче тăваççĕ. Ячĕ гэл чĕлхинче lag a`mhuilin вуланать, "арман патĕнчи лакăм" тесе куçать. Эрех лаçне 1816 çулта Айлей утравĕн кăнтăр çыранĕнче, Порт-Эллен хула çывăхĕнче туса лартнă. 43% хаярлă Lagavulin Single Islay Malt 16 years эрех Classic Malts of Scotland коллекцине кĕрет (Diageo PLC версипе). Çаплах çул ӳсĕмĕпе ятарлă эрехсем пур: Lagavulin Single Islay Malt 12 years 1990 Vintage Limited Edition 56,4%, Lagavulin Single Islay Malt Distiller's Edition 16 years 1991 Vintage Pedro Ximenez 43% тата 30-çулти Лагавулин варианчĕсем.

Lagavulin
Лагавулин эрех тăваканĕ
Регион: Islay
Пуплени: Лагаву́лин
Вырнаçу: Порт-Эллен, Айлей утрав
Харпăрçă: Diageo
Никĕсленĕ вăхăт: 1816
Статус: Ĕçлет
Lagavulin
Кĕленчелени: кулленех кĕленчелеççĕ:
Lagavulin 12 Year Old Cask Strength
Lagavulin 16 Year Old
Lagavulin 21 Year Old
Урăх компанисем кĕленчелени:
Lagavulin 21 Year Old
Lagavulin 25 Year Old
Lagavulin 30 Year Old

Кун-çулĕ

тӳрлет

12 ĕмĕрте Айлей утравне МакДональд кланĕ йышăннă. 1493 çулта вĕсем Данивейг карменне никĕсленĕ.

XVIII ĕмĕрĕн варринелле утрав çинче алкоголе вăрттăн юхтарма тытăннă. 1742 çул тĕлне сахалтан та вуннă эрех тăвакан лаç шутланнă, кĕçех ытларахăшне хупнă. 1816 çулта эрех юхтаракан иккĕ савут юнашарах çĕкленнĕ. Пĕррине Джон Джонстон йĕркелесе янă, теприне — Арчибальд Кэмбелл. Анчах та 1821 çулта иккĕмĕшĕ хăйĕн ĕç-пуçне вĕçленĕ, Джон Джонстон вара иккĕ савутăн хуçи пулса тăнă. 1837 çулта иккĕшне Лагавулин ятпа пĕрлештернĕ.

XIX ĕмĕрĕн варринче эрех юхтару лаçне Джеймс Логан Мэкки компанийĕ Mackie & Сo туяннă, каярах компанине унăн тăванĕн ывăлĕ Питер Мэкки ертсе пынă, вăл Лагавулин савутĕнче 1883 çултанпа тăрăшнă. Вăл виски юхтарма та ăста, талантлă бизнесмен те пулнă. 1880-мĕш çулсенче вăл Лагавулина тата вискин урăх сорчĕсене Лондонра сутма пуçланă. Тепĕртакран паллă White Horse виски ăслайланă.

Питер Мэкки вилсен, 1924 çулта фирмăна White Horse Distillers Ltd ята куçарнă. Халĕ çак марккăн харпăрçи — United Distillers & Vintners, вăл хăйĕ те тĕнчери пысăкран та пысăк алкоголь тăвакан Diageo компанин пайĕ шутланать.

Çавăн пекех

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет
  1. Юрий Угрюмов Лагавулин (Lagavulin). wineworld.ru (2004-02-24). çăлкуçран архивланă 4 Кӑрлач уйӑхӗн 2014.
  2. Islay Whisky Society
  3. Данявэйг карманĕ 2008 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.

Шаблон:Шотланди вискисем