Çулсем
61 62 63 64 65 66 67 68 69
Вуннăçуллăхсем
40-мĕш50-мĕш60-мĕш70-мĕш80-мĕш
Ĕмĕрсем
I ĕмĕр пирĕн эрачченI ĕмĕрII ĕмĕр

Пулнисем

тӳрлет
  • 69 [Тацит.История.I.1-IV.37: с.385-522] – Консулсем: Сервий Сульпиций Гальба Имп.Цезарь А. тата Тит Виний Руфин. Консул-суффект Целий Сабин (?). Консул-суффектсем: Тит Флавий Веспасиан Асли тата Тит Флавий Домициан.
  • 69 - Кăрлач - Рейн легионĕсем пăлхава кĕреççĕ те Вителлие император тăваççĕ. Вителлий хăйне Германик тесе тытăнать. 11.1 - Гальба Пизона учрава илет те хăйĕн несĕле тăвать. 15.1 - Преторисем Римра пăтăрмах тăваççĕ, Гальбăна вĕлереççĕ те Отона императора лартаççĕ. Виние тата Пизона велерни.
  • Кăрлач, 15 Бетика провинцине(Кăнтăр Испани) пăхса тăракан вăтăр улттă султи Марк Сальвий Отон император пулса тăрать.
  • 69, кăрлач-ака — Рим императоре Отон, Марк Сальвий (32, 28.4-69, 16.4).
  • 69 - Отон император Марий Цельса чыслать, çарпуç вырăнне лартать. Нумай сенаторсене вăл пурлăхне каялла тавăрать. Тигеллина вĕлерни. Отона император тесе Иллирий, Греци, тухăç провинцисем, Африка йышăнаççĕ, Вителлие - Германи, Галли, Британи, Реци. Испание пăхса тăракан Клувий Руф Вителлий енне куçать. Вителлий Фабий Валент тата Цецина легатсен çарĕсем Çурçĕр Италие кĕреççĕ. Отон çарпуçĕсем малтанхи пĕчĕк виçĕ çапăçура çĕнтереççĕ, анчах та Бетриак патĕнчи пысăк тата йĕркесĕр çапăçура вĕсене çапса çĕмĕреççĕ. 16.4 - Отон хăй çине хăйех алă хурать.
  • ака, 14 — Бедриак патĕнчи çапăçура (Итали) Вителлипе Отон çарĕсем тытăçаççĕ, иккĕмĕшĕ выляса ярать.
  • 69, ака — раштав – Рим императорĕ Вителлий Авл (12, 7.9-69, 21.12).
  • 69 – Вителлий çарĕ Италие тустарать. Вителлий Рим çитет те питĕ чаплă уяв ирттерет. Çулла - Вителлие хирĕçле Мезири, Паннонири, кайран Иудейăри тата Сирири çарсем çĕкленеççĕ. 1.7 - Александри легионĕсем Веспасиана тупа тăваççĕ. Утă - Ăна Иудейăри çарĕсем, Сири легачĕ Лициний Муциан, Сохема патшалăхĕ, Антиох (Кĕçĕн Ази) патши тупа тăваççĕ.
  • 69 - Вителлий çар пуçтарма тытăнать. Вăл Веспасиана хирĕç хăйĕн шăллĕне флотпа, тип çĕрпе çарпуçсене кайма тапăч парать. Веспасиан легатссене пархисем патне тата Эрмение ярать, Иудейăра Тита хăварать, Италие кайма Муциана хушать, хăй вара Египета каять.
  • 69 – Равеннă флочĕ Веспасиан енне куçать. Цецина те Вителий хăварнă çарĕсемпе тăшман енне куçма шухăшланă, анчах та салтаксем ăна ареслеççĕ. Веспасиансене хирĕç тухнă Антоний Прим çарĕсем, пĕрлĕ çарпуçлăхĕ çуккине пула, Кремона патĕнче çапăçура çĕнтереймеççĕ. Кремонăна аркатаççĕ. Вителлий Веспасиана хирĕç кайма Фабий Валент çарне хушать, анчах та чылай салтакĕ Веспасиан енне каçать, Фабий Валент тыткăна лекет. Вителли пăхăнăвĕнчен Испани, Галли, Британи хăйпăнса ӳкеççĕ. Вителлий çар патне Умбрие çитет, тепĕртакран Рима таврăнать. 18.12 - Нарнире хăварнă легионĕ Веспасиана парăнать. Вителлий влаçран хăталасшăн тăрăшать, анчах кăлăхах. Домициан, Веспасиан ывăлĕ, Сабин куккăшĕпе тата шанăçлă текĕртпе Капитолире пытанса ларать. Вителлий майлисем сăрта йышăнаççĕ, хăй вăл çухалать. 21.12 - Флависем Рима кĕреççĕ. Вителлие майлă салтаксем преторисен лагерĕнче пытанаççĕ, вĕсене пĕтĕмпех çапса пăрахаççĕ. Вителлие тытса вĕлереççĕ. Домициана цезарь тăваççĕ.
  • Раштав, 20 — Веспасиан император пулса тăрать.
  • 69-96 - Флавий ăрăвĕ Римра.
  • 69-79 – Рим императорĕ Веспасиан Тит Флавий (9, 17.11-79, 24.6). Реате сабин хули гражданинĕн ывăлĕ.
  • 69 - Понтри Аникет пăлхавĕ. Хăвăрт пусарнă.
  • 69 - Галлири паллă батава Гай Юлий Цивилис ертсе пынă юхăм. Ун çумне лингон тата тревер йăхĕсем хутшăнаççĕ.

Çуралнă

тӳрлет

Вилнĕ

тӳрлет


  Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья.
Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр