1755-мĕш ҫулта чӑваш отходникĕсене персе вӗлерни

1755-мĕш ҫулта чӑваш отходникĕсене персе вӗлерни — Вăта Урал тăрахĕнче пулса иртнĕ пулăм[1].

Location Krasnoufimsk
Красноуфимскри авалхи çурт

Кун пирки Николай Плотников çапла çырса кăтартать (пĕтĕмпех цитата)[2]:

1755 ҫулта Кӑнтӑр Уралта чӑваш хресченӗсене персе вӗлернӗ. Ку пулӑм пирки эсир те, ман пекех пӗлмен пулӗ? Вӗсем пурте Максим, Иван тата Кӗҫӗн Иван Мосоловсен тимӗр шӑрантаракан савутра вӑй хунӑ пулнӑ.

Ку пулӑм пирки эп хам «Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем» статьяпа паллашнӑ чухне асӑрхарӑм. Лена юханшывӗ ҫинчи пӑлхав пирки чӑваш энциклопедийӗнче мӗн те пулин ҫук-ши тесе шыраса кӗтӗм те хайхи ҫак пулӑм пирки пӗлтӗм.

Ӗҫ-пуҫ 1752 ҫулта пуҫланнӑ. Мосоловсен савутӗнче тимӗр шӑрантарас ӗҫпе аппаланма Ҫӗрпӳпе Сӗве уесӗнчи 166 чӑваш тара кӗнӗ. Вӗсене тӳрех 7 тенкӗ аванс тыттарнӑ, ҫулталӑкра 18 тенкӗ тӳлеме пулнӑ (авансӗ те унта кӗнӗ). Ӗҫленӗ-ӗҫленӗ пирӗн асаттесем... Ҫулталӑк ҫапла иртнӗ. Хайхи киле таврӑнас тенӗ те — савут хуҫисем ямаҫҫӗ иккен. Укҫине те тӳлемеҫҫӗ. Тепӗр май каласан вӗсене чура шайӗнчех тытнӑ пулас. Ҫапла май 1755 ҫулталӑк пуҫламӑшӗ тӗлне савут хуҫисем чӑвашсене 1749 тенкӗ парӑма кӗнӗ. Парӑма парса татма ыйтсан та лешӗсем килӗшмен пулас.

Вара, 1755 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, 80 патнелле чӑваш, тӗрӗслӗх шыраса, Красноуфимскалла (карттӑна пӑхрӑм та инҫе мар Чувашково ял пуррине куртӑм…) уттарнӑ. Масловсене ҫакӑ кӑмӑла кайман, вӗсем чӑвашсем хыҫҫӑн хӗҫпӑшаллӑ отряд янӑ, ӑна приказчиксем ертсе пынӑ. Поташкино хирӗнче вӗсем чӑвашсене хуса ҫитнӗ те каялла тавӑрма хӑтланнӑ. Анчах ӗҫ тухман пулас вӗсен, ҫапла май хӗҫ-пӑшалсӑр ҫынсене пеме пуҫланӑ. Пурӗ 9 ҫынна вӗлернӗ, 27 ҫынна амантнӑ.

Чи кӑсӑкли, ҫак ӗҫе тӳре-шара тишкернӗ пулать. Тӗпченӗ хыҫҫӑн чӑвашсем тарма шутламанни ҫиеле тухнӑ, Красноуфимска вӗсем шалӑп пама кӑна утнӑ. Хӗҫпӑшаллӑ ушкӑн пӗрре те аманман пулнӑ. Берг-коллеги (Раҫҫей империйӗнчи тимӗр шӑратакан промышленноҫа тытса тӑракан яваплӑ орган) те, Сенат та ҫынсене персе пӑрахнӑ отряда айӑпсӑр тесе йышӑннӑ, ҫавах чӑвашсем умӗнче пуҫтарӑннӑ 1749 тенкӗ парӑма парса татма хушнӑ. Апла пулин те ҫак укҫана чӑвашсем курман, хуҫасем вӗсене пурпӗрех тӳлемен.

Вӑт ҫавнашкалтарах ӗҫ-пуҫ пулса иртнӗ те ӗнтӗ 268 ҫул каялла. Куратӑр ӗнтӗ, вӑл вӑхӑтра та пирӗн асаттесен пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман, укҫаллӑрах ӗҫ шыраса вӗсем Урал тӑрӑхне ҫеҫ мар, инҫетри Ҫӗпӗре те ҫитнӗ. Хӑш чухне чурара кӑна ӗҫлесе пурӑннӑ.

Николай Плотниковăн пĕтĕмлетĕвĕ (пĕтĕмпех цитата)

тӳрлет

Паянхи чӑвашсем пысӑк укҫа ӗҫлесе илессишӗн Мускава, Хусана тата ытти инҫетри вырӑнсене кайни ҫӗнӗлӗх мар, ку малтан та пулнӑ. Юрать-ха халь вӑл шайрах мар, чура пек тытмаҫҫӗ. Паллах, паян та улталанӑ тӗслӗхсем сахал мар. Ӗҫлеҫҫӗ-ӗҫлеҫҫӗ те кайран ӗҫ укҫисӗр хӑвараҫҫӗ. Хӑш-чухне киле таврӑнма та ҫук шереметсен укҫийӗ. Юрать-ха, юлашки вӑхӑтра унашкал тӗслӗхсем сахалланчӗҫ. Ҫавах чӑвашӗсем те вӗренеҫҫӗ, тӳрех пурне те шанма пӑрахрӗҫ пулас.

Хамӑр тӑрӑхрах ӗҫлесе пысӑк ӗҫ укҫи илсен, паллах, пит аван пулӗччӗ. Ку тӗлӗшпе республика ертӳҫисен вӑй хумалла. Вӑтам ӗҫ укҫи пирӗн республикӑра 42 пинрен иртнӗ теҫҫӗ пулин те ку темле ӗненмеллех мар пек. Чылай ҫын вӑл виҫерен сахалрах ӗҫлесе илет ӗнтӗ. Тем тесен те пирӗн республикӑн тӗп пуянлӑхӗсенчен пӗри вӑл — ҫынсем. Республика ертӳҫисен халӑх йышӗ пӗчӗк маррипе усӑ курмаллах.

Асăрхавсем

тӳрлет