2006

Citizendium: The Citizens' Compendium
Хăйсен чăн ячĕпе ĕçлекен энтузиастсемпе экспертсен уçă проекчĕ.
акăл. The general public and experts collaborate, using their real names. A new knowledge society.
URL: http://en.citizendium.org/
Коммерци: çук
Сайт тĕсĕ: Тетел-энциклопеди
Регистраци: Кирлех мар (страницăсене редакциленĕ чухне кирлĕ)
Чĕлхе(сем): акăлчан чĕлхи
Харпăрçă: Ларри Сэнгер
Автор: Ларри Сэнгер
Ĕçе пуçланă: юпа, 23 - 2006 (pilot)
пуш, 25 - 2007 (public)
Хальхи статус: Beta
Логотип Викисклада Citizendium Викиампарта

Citizendium, Ситизендиум (акăл. a citizens' compendium of everythingвыр. граждансен пурин пирки хыпар кĕнеки) — 2006 çулхи авăн, 15 Википедие тăваканĕн — Ларри Сэнгерăн — сĕнĕвĕпе пуçарса янă проект. Акăлчан Википеди версине никĕсе хурса, информаци чăн тĕрĕслĕхне экспертсене йыхравласа, çаплах авторсен пайăр явалăхне хăпартса тунă проект шутланать.

Проектăн тĕп шухăшĕсем тӳрлет

 
Ларри Сэнгер, Citizendium шеф-редакторĕ.

Citizendium проектра ĕçлес умĕн кашни автор хăйĕн чăн ятне пĕлтерет, хăйĕн çинчен каласа парать.

 
Citizendium статьисен тытăмĕ

Ĕç чĕлхисем тӳрлет

Хальхи вăхăтра — акăлчанла çеç. Темиçе чĕлхе турачĕллĕ проект тăвас ыйтăва хускатса сӳтсе яваççĕ.

Citizendium шаблонĕсем тӳрлет

Хальхи вăхăта Citizendium проектра шаблон йышĕ сахал, анчах та вĕсене Википедирен илсе лартма ансат.

Citizendium проектри категорисем тӳрлет

Хальхи вăхăта Citizendium проектра категори йывăççине кирлĕ чухле аталантарман, çак чĕрĕ ыйтăва Citizendium канашлăвĕнче пĕрмаях хускатаççĕ.

Кун-çулĕ тӳрлет

 
График: малтанхи проект ĕçлеме пуçличченхи статья шучĕ

Пилотлă проект тӳрлет

Проекта Сэнгер 2006 çулхи авăнăн 15-мĕшĕнче, Берлинри Wizards of OS 4-меш конференцинче анонсăланă.[1][2] Анчах та 2006 çулхи юпан 2-мĕшĕнче Сэнгер çĕнĕ тули функциллĕ вики-проекта «пĕр-икĕ» уйăхран ĕçе ярасси пирки пĕлтернĕ.

Проекта хăвăртрах хута ярас тĕллевпе, 2006 çулхи юпа, 2 Citizendium канашлăвĕн модераторĕ Питер Хитчмоу «Альфа-тĕрĕслеве» сĕннĕ. Хитчмоу Википедири темиçе статьяран Citizendium канашлăвне хутшăнакансем Википедири пĕтĕм уйрăма çырса илмелли сайт çинелле турат яма сĕннĕ.

Лари Сэнгер çак ĕмĕтпе хавассăн хапăлланă, вăл пĕрремĕшĕ ĕçлекен Textop wiki технологие альфа-тĕрĕслев валли сайт тума каланă. Каярах Сэнгер каланипе, Textop — ытла аванах мар, анчах та малашне çавăнпах кăсăкланнă. Вăл кăштах чаракланă wiki-технологипе ĕçлеме кăмăл тунă та малалла сӳтсе явма ыйтнă.

 
Ӳсĕм графикĕ (талăкри статья йышĕ).

Википеди туратланăвĕ тӳрлет

...

Citizendium скриншочĕ Citizendium логотипĕ

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет