2-мĕш тапăну çарĕ

Иккĕмĕш чышă çарĕСовет Союзĕн Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнчи çарĕ.

2-мĕш тапăну çарĕ (2ТÇ)
Пурăннă çулсем 1941—1945
Патшалăх
Тĕс Тапăну çарĕ
Функци Ленинград хупăрлавне татни
Витлевсем Власов (ВИÇ çумне хутшăнмасть)
Хутшăнни

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи

Командирсем
Паллă командирсем А. А. Власов
И. И. Федюнинский

Кун-çулĕ тӳрлет

Çара 1941 çулхи раштав уйăхĕнче Волхов фронтĕнче 26-мĕш çара улăштарса йĕркеленĕ. Малтан ун шутне 327-мĕш стрелок дивизинчен, 22-мĕш, 23-мĕш, 24-мĕш, 25-мĕш, 53-мĕш, 57-мĕш, 58-мĕш тата 59-мĕш стрелок бригадисем, йĕлтĕрлĕ, танк, артиллери, авиаци тата урăх уйрăм çар ушкăнĕсенчен пуçтарнă. Любань операци (кăрлач, — ака, 1942) çапăçăвĕсенче çар çыннисем тăшманăн Волхов шывĕн сулахай çыранĕнчи Мясной Бор пурăну вырăнĕ патĕнчи хӳтĕлев йĕрне аркатса Любань тĕлнелле тарăн кĕрсе каяççĕ. Анчах та малалла тапăнса пыма вăй çитменнипе, çар йывăр лару-тăрăва лекет. Тăшман темиçе хутчен çар пайĕсен çыхăнăвĕсене татать, хупăрлав хăрушăлăхĕ тухать.

Волхов оперативлă ушкăнĕн çарпуçĕ генерал-лейтенант М. С. Хозин Ставкăн çара каялла илсе тухмалли директивисене пурнăçа кĕртеймест (çу уйăхĕн варри). Çапла вара çара нимĕçсем хупăрласа илеççĕ. Волхов фрончĕн çарпуçлăхĕ тăрăшнă ĕçсене пула пĕчĕк хушă тăваççĕ, çав тĕлле сапаланса кайнă салтаксемпе командирсен ушкăнĕсем тухкалаççĕ. Çĕртме, 25 тăшман вăйĕсем çак хушăка çыпăçтарса хураççĕ.

1943 çулăн вĕçĕнче Федюнинский ертсе пынă 2-мĕш тапăну çарĕн чаçĕсене вăрттăн ораниенбаум плацдармне куçарнă, унтан вĕсем кăрлачăн 14-мĕшĕнче Гостилицы районĕнче ăнăçлă атакăласа нимĕç хӳтĕлев йĕрне татнă. Çак атакăран Красносельск-Ропша операцийĕ пуçланать, кăрлачăн вĕçнелле Ленинград хупăрлавне татаççĕ.

2-мĕш тапăну çарне 1942 ç. вахăтлăха (официаллă ăна çак ĕç вырăнне çирĕплетмен) генерал-лейтенант А. А. Власов ертсе пынă, вăл çав çулăн утăн 11-мĕшĕнче тыткăна лекет те каярах коллаборациллĕ «Вырăс ирĕклĕх çарне» ертсе пырать. Чылай хушă совет литературинче Власов ертсе пынă ВИÇ 2-мĕш тапăну çарĕн чаçĕсенчен йĕркеленĕ шухăш пурăнать. Халĕ ĕнтĕ çак халапа сирсе янă.

Çарпуçĕсем[1] тӳрлет

  1. генерал-лейтенант Соколов Г. Г.(1941 ç. раштав — 1942 ç. кăрлач)
  2. генерал-лейтенант Клыков Н. К. (1942 ç. кăрлач-ака)
  3. генерал-лейтенант Власов А. А. (1942 ç. ака-утă в.ĕ.в.)
  4. генерал-лейтенант Н. К. Клыков (1942 ç. утă-раштав)
  5. генерал-лейтенант Романовский В. 3. (1942 ç. раштав  — декабрь 1943 г.)
  6. генерал-лейтенант (1944 ç. юпа уйăхĕнчен генерал-полковник) И. И. Федюнинский (1943 ç. раштав — вăрçă вĕçлениччен)

Вуламалли тӳрлет

  • Юлий Квицинский, "Генерал Власов: Путь предательства. ", 1999, Мускав, "Современник", ISBN 5-270-01284-7.
  • Военный энциклопедический словарь. {{{1}}} м: Воениздат, 1984. 863 стр.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

 
Викитека логотипĕ
Викитекăра  темипе текстсем пур
2-мĕш тапăну çарĕ