Ярды Валерий Николаевич

Ярды Валерий Николаевич, — паллă спортсмен. Çĕмĕрле районĕнчи Пĕренеш ялĕнче 1948 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче çуралнă, 1994 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Валерий Ярды
Пайăр хыпар
Арлăх: арçын
Тулли ят: Валерий Николаевич Ярды
Гражданлăх:
Ăстаçăлăх: велосипед
Клуб: ЦСКА
Çуралнă вăхăт: 18 кăрлач 1948
Çуралнă вырăн: Пĕренеш, Çĕмĕрле районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Вилнĕ вăхăт: 01 çурла 1994
Вилнĕ вырăн: Раççей, Шупашкар
Тренер(сем): А. Макаров, В. А. Капитонов

Кун-çулĕ тӳрлет

СССР тава тивĕçлĕ спорт ăсти (велоспорт, 1970). XIX çуллахи олимп вăйисенче кĕрешнĕ (1968), XX çуллахи олимп вăйисен (1972) чемпионĕ. Çаплах 1970 çулта командăпа 100 çухрăмлă шоссепе чупса чемпион ятне çĕнтерсе илнĕ. 1969 - 1972 çулсенче СССР велоспорчĕн чемпионĕ тата рекордсменĕ.

Велосипед спортне Çĕмĕрлен велосипед секциĕнче илĕртĕннĕ. 1973 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ.

Чыславсемпе парнесем тӳрлет

  • «Хисеп палли» орденĕ.

Каçăсем тӳрлет