ЯТБ-3, — Ярославльти завод кăларнă икĕ хутлă троллейбус. Мускавра 1939-1948 çулсенче усă курнă.

Икĕ хутлă троллейбус Мускаври Горьки урамĕнче

1937 çулхи çу уйăхĕнченче Англирен EEC («Инглиш элeктрик») фирма кăларнă икĕ виçĕ осьлĕ троллейбуса импортланă. Пĕри икĕ хутли пулнă. Ăна тĕпе хурса Ярославльти завод 10 икĕ хутлă троллейбус хатĕрленĕ. Вĕсем пĕрремĕш çула 1938 çулхи утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче тухнă. Çӳреме вара хальхи Мир проспекчĕпе çӳренĕ.

Контакт сечĕн çӳллĕшĕ тата тӳнсе каясран хăраса троллейбус çӳллĕшне 4,7 метр кăна тунă. Пĕрремĕш хутан çӳллĕшĕ — 1795 мм, иккĕмĕшĕн — 1770 мм (танлаштарăр, пĕр хутлă ахаль ЯТБ-1 троллейбусăн çӳллĕшĕ 1915 мм). Троллейбус тăршшĕ — 9,4 метр. Пĕрремĕш хутра 40 лармалли вырăн, иккĕмĕшĕнче — 32 пулнă. Пурĕ троллейбус 100 çына илсе çӳреме пултарнă. Пĕтĕмĕшле йывăрăшĕ 10740 кг., чи пысăк хăвăртлăхĕ — 55 км/сех пулнă.

Юлашки троллейбуссене 1940-мĕш çулсен вĕçĕччен усă курнă. Çĕннисене пĕр хутлă тума пуçланă, вĕсене тăрса çӳрекенсене ытларах вырнаçтарма тăрăшнă.

СССРта пурăнакансене ку троллейбус «Подкидыш» кинолентăра асра юлнă. Ăна унта пĕр эпизодра курма май пур.

Каçăсем тӳрлет