Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Юр (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Юрпăрăн пĕчĕк пĕрчисенчен тăракан тата хăшпĕр атмосфера пулăмĕсен вăхăтĕнче палăракан япалалăх.

Юр

Пăр катăкĕсем йĕркеленни тӳрлет

 
Юр йĕркеленни

Пĕлĕтсенче питĕ пĕчĕк шыв тумламĕсем тусан пайĕсем çумне çыпçăнса шăнса ларнă хыççăн юр пулать. 0,1 мм калăпăшĕнчен пысăках мар пăр катăкĕсем аяла ӳкме тытăнаççĕ. Ӳкнĕ çемен вĕсем конденсацине пула пысăкланса пыраççĕ, ултă кĕтеслĕ юр пĕрчисем пулса тăраççĕ. Шыв молекулин ятарлă структурине пула 60° тата 120° кĕтессем кăна пулма пултараççĕ.

Юр пĕрчисем тӳрлет

Юр перчин шура тĕсĕ шалта сывлăш пулнипе çыхăннă. Юр пĕрчи 95% сывлăшран тарать, çавăнпа та вăл вăраххăн ӳкет. Чи пысăк юр пĕрчи 12 см пысăкăш пулнă.

Этимологи тӳрлет

"Юр" сăмах - чăваш чĕлхине мари чĕлхинчен кĕнĕ, туримари - "Юр" - "Çумăр" палăртат, хирти мари - "Йӱр" - "Çумăр", çавăнтан тепĕр чăваш сăмахĕ пулат "Йĕрÿ" - "Плакса". Пĕтĕм тĕрĕк чĕлхисенче "Кар" сăмах "Юр" палăртат.

Çавăн пекех пăхар тӳрлет

Каçăсем тӳрлет