Юланутсем (скульптура композицийĕ)

Юланутсем — Фёдор Мадуров скульптор ăсталанă скульптура композицийĕ. Хăçан тата хăш çулсенче туни паллă мар. 1984-мĕш çулта композицие Раççей илемлĕх фончĕн шайĕнчи чи лайăх монумент-декорациллĕ хайлав тесе йышăннă. Асăннă композицие 1989-мĕш çулта Шупашкар хулинче Етĕрне шоссейĕ пуçланнă вырăнт лартнă (Ю. М. Новосёлов архитектор хутшăннă).

Асăнннă тĕлте скульптур композицийĕ, палăк пек пулса, 2005-мĕш çулччен ларнă. Юман палăк кивелсе ватăлнине кура ăна пăрахăçлама йышăннă. Çапах та композицийĕн тĕп пайне сыхласа хăварма тӳр килнĕ. Ăна вара урăх тĕле, Шупашкар 500 çуллăхĕн паркне, куçарнă.

Çĕнĕ вырăнта композици, хăйне евĕр палăк пек пулса, тата 11 çул ларнă. Кун хыççăн ăна унтан та катертме тивнĕ.

Russia stamp 2000 № 591

Каçăсем тӳрлет