Шурă кăсăя (Cyanistes cyanus) – çерçирен пĕчĕкрех кӑсӑя йышши вӗҫен кайăк. Çăмартисем (9-11) шурă, хĕрлĕрех хăмăр пăнчăсемлĕ. Шурă кăсăя пурăнма хăва чăтлăхĕсене, çӳçелĕхе, хăмăшлăхсене суйласа илет. Ытти кăсăясем пекех хурт-кăпшанкăпа тăранса пурнать. Хĕлле ӳсентăран вăррине çиет. Хĕл енне пысăкрах ушкăнсене пуçтарăнаççĕ. Хĕл каçма ниçта та каймасть. Питĕ асăрхануллă та вăрттăн кайăк, çавăнпа ăна курма йывăр тата вĕсен йышĕ те нумай мар, шурă кăсăяна Республикăн [Хĕрлĕ кĕнеке[|Хĕрлĕ кĕнеки]]не кĕртме сĕннĕ.

Шурӑ кӑсӑя
Cyanistes cyanus cyanus


Кăсăя йышшисен тĕсĕсем
Пысăк кăсăя | Кăвак кăсăя | Вăрăм хӳреллĕ кăсăя | Тĕпекеллĕ кăсăя | Шурă кăсăя | Хура кăсăя | Хура пуçлă кăсăя