Шупашкарти промăçлă тракторсен савучĕ

Шупашкарти промăçлă тракторсен савучĕ (ШПТС) — СССР тата хальхи Раççейри промăçлă тракторсене тăвакан пысăк ĕçлев йĕркелĕвĕсенчен пĕри, XX ĕмĕрĕн тĕнчери чи йывăр трактор тăвакан ĕçлев йĕркелĕвĕсенчен пĕри — çунав-энергетика комплексĕ, ылтăн тупăçлакав, нефть-газ, чĕр кăмрăк, ту чул-тăпри отраçлĕсем, çурт-йĕр тăвас индустри тата çул хуçалăхĕ валли йывăр капкат-бульдозер тата пăрăх хуракан техникăна тăвакан савут. Шупашкар хулинче вырнаçнă.

Халĕ ĕçлев йĕркелĕвĕн эксплуатацине «Трактор савучĕсем» концернĕ йышне кĕрекен УАО «Промтрактор» туса пырать.

Кун-çулĕ тӳрлет

Савута СССР правительствин 1972 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе тума тытăнаççĕ. 1971 çулхи юпан 21-мĕшĕнче Тăвас савутăн дирекцине йĕркелеççĕ. Савут директорĕ пулма В. Т. Десятова хушаççĕ.

1974 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче савутăн пĕрремĕш ĕçлев корпусне — сдаточный корпусне (чăв.?) — хута яраççĕ, унта пулас сериллĕ 330 л.х. Т-330 тракторăн пайĕсене пуçтарнă.

 
Т-330 тракторĕ

1975 çулхи юпан 25-мĕшĕнче «ШПТС» марккин пĕрремĕш Т-330 трактор-бульдозерне туса кăларнă. Çак вара трактор савучĕн çуралу кунĕ шутланать.

Т-330 трактор базипе 1974 çулта пăрăх хуракан трактора ăсталанă. Пĕрремĕш тĕслĕхне 1977 çулхи çăвăн 7-мĕшĕнче хатĕрленĕ. 1982 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнче савутăн тĕп конвейерĕнчен 1000-мĕш трактор тухать.

1993 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче «Шупашкарти промăçлă тракторсен савучĕ» патшалах ĕçлев йĕркелĕвне уçăллă тĕслĕ акционерсен «Промтрактор» пĕрлĕхне куçарнă. 90-мĕш çç. тракторсене сахал кăлараççĕ. Савутри ĕçлев лаптăкĕсене тĕрлĕ хуçалăх субъекчĕсене хута панă.

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

УАО «Промтрактор» сайчĕ