Шăнкăртам районĕ

Шăнкăртам районĕ1929-1939-мĕш çулсенче Чăваш АССР йышĕнче пулнă тутар ялĕсенчен тăракан нацилле-территорилле административлă тытăм.

Истори тӳрлет

Пĕри çакăн пек ыйту лартнă[1]:

Чăваш Республикинчи тутар ялĕсем уйрăм район тытăмĕнче пулнă вăхăтсем те пулнă иккен. Мĕн ятлă пулнă çав район? Миçемĕш çулсенче йĕркеленнĕ вăл? Района хăçан пĕтернĕ?

С.ВАСИЛЬЕВ.

Комсомольски районĕ.

Района никĕслени тӳрлет

1929-мĕш çулхи августăн 26-мĕшĕнче Чăваш АССрĕн ЦИКĕн Президиумĕ Шăнкăртам районне тăвасси пирки йышăну кăларнă. Çав çулти октябрĕн 1-мĕшĕнче района, — çултен (Мускавран çирĕплетессине кĕтсе тăмасăрах, — туса хунă. 1929-мĕш çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнче ВЦИК Президиумĕ йышăнăва пăрахаçланă. Апла пулин те района çав-çавах пĕтерсе хуман. 1930-мĕш çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнче çеç ВЦИК Президиумĕ ку пулса тăнă факта çирĕплетсе йышăннă.

Района кĕнĕ ялсен йышĕ тӳрлет

Ун чухнехи Патăрьел районĕнчен çак ялсем кĕнĕ: Байметево[2], Ыхра Çырми, Тутар Йăвашкел,Кайнлăк, Ксыл-Камыш, Ксыл-Чишма, Пĕчĕк Шăнкăртам, Çĕнĕ Чаткас, Хирти Пикшик, Тутар Ишек[3], Тутар Сăкăт, Тутар Тимеш, Тутар Шурут, ТутарТукай, Урмаел, Шăнкăртам;

Ун чухнехи Йĕпреç районĕнчен çак ялсем кĕнĕ: Иккĕмĕш Элпуç[4], Чĕчкен;

Ун чухнехи Кĕçĕн Елчĕк районĕнчен çак ялсем кĕнĕ: Сăрьел, Çĕнĕ Пикшик;

Ун чухнехи Шăмăршă районĕнчен çак ялсем кĕнĕ: Палтиел (тутарсем пурнакан пай — ăна Тутар Палтиел ят панă), Патирек (тутарсем пурнакан пай — ăна Тутар Патирек ят панă). Район пĕр-пĕринпе таччăн çыхăнман 11 территорирен (анклавсенчен тăнă.

Шăнкăртам районĕн йышне кĕмесĕр юлнă тутар ялĕсем тӳрлет

Района пĕтерни тӳрлет

1939-мĕш çулхи январĕн 7-8-мĕшĕсенче парти Чăваш обкомĕн бюровĕ Шăнкăртам районĕн чиккисен ыйтăвне пăхса тухнă. Çав çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕ Патăрьел тата Шăнкăртам районĕсен территорийĕсен никĕсĕ çинче Чкаловски тата Комсомольски районĕсем туса хума йышăннă. Унта кĕреймен ялсене Елчĕк тата Шăмăршă районĕсене куçарнă. Çапла вара маларахри çулсенче Патăрьел "ахаль ял" шутĕнче тăнă

Района пĕтернĕ хыççăнхи тăрăм тӳрлет

Шăнкăртам ялĕ Чкаловски ята йышăннă, малашне те, 1944-мĕш çулччен, райцентр статусĕпех тăнă. 1944-мĕш çул хыççăн çеç Район центрне Чкаловски пулса тăнă Шăнкăртамран Патăрьелне куçарнă. Анчах та халлĕхе районăн ятне (Чкаловски районĕ) улăштарман. 1959-мĕш çулта çеç, хăшпĕр территорилле улшăнусем тунă хыççăн, "Патăрьел районĕ" ят каялла таврăннă[5].

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ 30 Янв, 2015 | Хыпар |
  2. ^ Халлĕхе паллă мар ял.
  3. ^ Хальхи вăхăтра ку ял çук.
  4. ^ Ахăртнех, хальхи вахăтра Тутар Элпуç темелле пуль.
  5. ^ История села Батырева и Батыревского района.

Каçăсем тӳрлет