Чÿрече е кантăк, çавăн пекех витраж теме пултараççĕ — çуртсене çутă кĕртме тата уçăлтарса вентиляциме ятарласа тунă конструкцисем.

Чÿрече
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Кантăк (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

«Кантăк» тата «чÿрече» тенисем — синонимсем. Вĕсен хушшинче пĕртен-пĕр нюанс — «кантăк» тесе çавăн пекех кĕленчене те (материал) калаççĕ, «чÿрече» тенин унашкал пĕлтерĕш çук.

Пĕрлехи хыпарсем тӳрлет

Цивилизаци аталанӑвӗн малтанхи тапхӑрӗнче ун пеккисем пулман. Тӗрлӗ çĕрте тата тĕрлĕ климат ярăмĕнче авалхи ҫуртсен чӳрече пулман[1][2]. Вӑтам ĕмӗрсем çитиччен шăтăклă хӳмесем çеç пулнӑ, вӗсене чӗрчун тирӗпе е пирпе витнĕ. Ҫавӑн пекех шал енчен çутă кĕртекен вăкăр хăмпине карнă.

Авалхи Римре чӳречесем кантӑксӑр пулнă. Формипе тӳркӗтеслӗ, ятарлса капăрлатнă, ҫав шутра чулран та. Кантăкран тунă пĕрремĕш чӳречесене Рим империйӗн тапхӑрӗнче лартма тытăннӑ[3], анчах та ҫакӑн пек чаплӑ япаласем пур граждансен те пулман. Францире 1330 ҫул тĕлнелле, унтан Германире "уйӑх кантăкĕ" тенĕ япалана шутласа кӑларнӑ. Кантăк хӑмпине кантăка вӗрмелли пăрăхпа сарнă та чул плита çине хурса каснă, лапчӑтнă. Çапла вара ытла тикӗсех мар, ытла янкăрах мар диск тунӑ. Ҫакнашкал "уйӑх кантăкĕсене" тӑхлан хытарчăкĕсемпе çыпăçтарса тулли чӳрече пуçтарнă, вĕсем ĕнтĕ вăтам ĕмĕрсенче тата ренесанс тапхăрĕнче интерьере капăрлатнă. Халĕ те Европӑра авалтанпа упранса юлнă нумай çуртра çав чӳречесене курма пулать. Уйӑх кантăкне кабинет витражĕсене периметрĕпех лартаҫҫӗ. Яка тикĕс кантăка ярăнтарса сармалли меслете XVI ĕмĕрте венеци маçтăрӗсем шутласа кӑларнӑ, анчах та унашкал япала питӗ хаклӑ шутланнӑ[4].

XI-XIII ӗмӗрсенче Руçре йывӑҫлă архитектурӑра сăлăп чӳречесемпе усӑ курнӑ. Горизонт енĕпе вăрăм, çӳллĕшĕпе пĕр-икĕ пӗрене калăпăш каснă та чусран тунă сӑлӑппа хупланӑ. Каярахпа, XVII ĕмерте ăстасем хулӑн та ҫаврака 20-30 см çити диаметрлă чӳрече тума вĕреннĕ, ҫавӑн пекех тирпейленĕ слюда татӑкӗсене те усӑ курнӑ. Унашкаллисем çутăна тĕксĕм хулӑм кантăкран лайăхрах витĕр яраҫҫӗ.

Тахçантанхи чӳрече уйрӑмлӑхӗсем тӳрлет

  • Берлин чӳречи- ҫуртри икӗ флигелĕн урлашнӑ пӳлӗмĕсене ҫутатмашкăн кирлĕ шалти кӗтесре вырнаҫнӑ виҫӗ хупăнчăклă сарлака чӳрече.
  • Бифориум — юпапа уйрӑлса тăракан иккӗ каснă чӳрече. Анăç Европăра вăтам ĕмĕрсенче роман тата готика архитектуринче анлă вырăн йышăннă.
  • Брамант чӳречи — çурмациркуль евĕрлĕ чӳрече касни тĕсĕ, тӳркĕтеслĕ формата илнĕскер, аркăпа капăрлатнăскер. XVI ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчи пурăннă Д.Браманте итальян архитекторĕ ятне панă.
  • Веерлĕ чӳрече — çӳлтен веерлĕ секторсенчен тытăнса тăракан чӳрече.
  • Венеци — варринче колонка лартнă икĕ хутлă аркăллă чӳрече.
  • Салăплă чӳрече — тӳркĕтеслĕ пĕчĕк чӳрече, çӳллĕшĕпе пурари пĕрене диаметрĕпе тан. Шалтан салăпа тĕксе хупнă.
  • Хĕрлĕ чӳрече — кантăкпа картланă, рамăллă чӳрече, пысăкăшĕпе — виçĕ пĕрене тата ытла та.
  • Мансарда чӳречи — çурт тăрри айăкне касса мансардăна çутатмашкăн лартнă чӳрече.
  • Мезонин чӳречи — çӳлти çурмаэтажри бельэтажăн çӳллĕ чӳречисем çийĕнчи чӳрече.
  • Иккĕмĕш çутă чӳречи — тĕксĕм пӳлĕме çутатнă пӳлĕмрен çутă кĕртекен чӳрече.
  • Карнă чӳрече — кĕтесри чӳрече.
  • Паллади чӳречи — виçпайлă чӳрече. Композицие пĕрлехи аркăпа тата тӳркĕтеслĕхпе капăрлатнă. XVI ĕмĕрĕн иккĕмеш пайĕнче пурăннă А. Палладио итальян архитекторĕ ятне панă.
  • Панорамлă чӳрече пысăк пӳлĕмсенче, капăр сăна уçмашкăн, хӳме вырăнне лартаççĕ. Авалхи франс чӳречин çĕнетнĕ модификацийĕ шутланать.
  • Пушар чӳречи — вут-çулăм пӳлĕмсене ярса илесрен шанчăклă хӳтĕленмешкĕн кирлĕ чӳрече.
  • Роза — готика храмĕнче анăç çамкинчи, варринчен радиус йĕрĕпе тухакан пайăркаллă, эрешленĕ пысăк çаврака чӳрече. Трансепт хӳмисене пĕчĕк кĕлчечексене вырнаçтарнă.
  • «Пулă хăмпи» — кайранхи готика архитектуринчи кăткăс кукăр формăллă чӳрече касни.
  • Серлиана — колонкăсемпе е пилястрсемпе майлаштарнă виçпайлă чӳрече, унăн вăтам пайĕн айĕнче çурмаçавра сегмент пур. XVI ĕмерĕн иккĕмĕш пайĕнче пурăннă С. Серлио итальян архитекторĕ ятне панă.
  • Суккăр чӳрече — хӳмере чӳрече каснă пек тунă вырăн.
  • Слухов чӳречи — çурт тăррин аяккинчи, мачча çинчи чӳрече.
  • Термаллă чӳрече — çурмациркуль евĕрлĕ вертикаллĕ икĕ хытарчăклă пысăк чӳрече. Авалхи роман термĕсен архитектуринче пулнă.
  • Караслă («мельников», гексагонлă) чӳрече — ултăкĕтеслĕ пыл хурчĕн карасĕ евĕрлĕ чӳрече. Çак тĕс Константин Мельников архитектор-конструктивиста (Мельников килĕ) пула паллăха тухнă (çак формăллă мачча çинчи чӳречесене Çурçĕр Европăра йывăç кил йăви архитектурине XIX ĕмĕртех кĕнĕ пулнă).
  • Флоренци чӳречи — аркăллă, икĕ е виçĕ хутлă пысăк аркăпа пĕрлештернĕ чӳрече. Венеци чӳречине модификаципе тунă.
  • Франс чӳречи — темиçе пайран пуçтарнă урайран маччана çити аялта франс балконĕ вырнаçтарнă, çӳлте — аркăллă — чӳрече. XVII ĕмĕрти франс архитектурине палăртакан элемент.

Чӳрече профилӗн материалӗсем тӳрлет

Йывăçран, поливинилхлоридран (ПВХ), кантăкпластикран, хурçăран е алюминирен, е вĕсен комбинацисенчен тунă погонажлă япалана (вĕсенчен чӳрече элеменчĕсене — рамăсене тата хупмасене — хатĕрлеççĕ) профиль теççĕ. Касса тунисене механика майĕпе е сваркăпа чӳречен рамкине пӗрлештереҫҫӗ[5].

Ялан тенӗ пекех, чӳрече тумашкăн чӳречен тĕрлĕ профилӗсем кирлӗ. Профильсемпе чӳречесене тӑвакансем профиль артикулсене тĕп (рама (коробка), хупма, импост, штапик) тата хушма (çыхăнтаракансем, аслатакансем, декораци профилĕсем т. ыт. те) уйăраççĕ.

Вуламалли тӳрлет

  • Fönster”. Svenska byggnadsvårdsföreningen. 15 januari 2008. Läst 15 april 2010. (шведла)
  • Hermelin, Carl F.; Welander-Berggren, Elsebeth (1980). Glasboken: historia, teknik och form: handbok. Stockholm: Askild & Kärnekull. Libris 7437312. ISBN 91-582-0072-X (inb.) (шведла)
  • Fönster i Nordisk familjebok (andra upplagan, 1908) (шведла)

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Архитектура древнего двуречья 2009 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.. Статья на bar-atra.ru
  2. ^ Дополемоновский Танаис Шелов Д. Б. «Танаис — потерянный и найденный город» — 1967
  3. ^ Черняк Л. М. Из истории стекла
  4. ^ Власов В. Г.. Лунное стекло, "лунный способ" // Власов В. Г. Новый энциклопедический словарь изобразительного искусства. В 10 т. — СПб.: Азбука-Классика. — Т. V, 2006. — С. 166-167
  5. ^ [Алюмини фасадӗсен уйрӑмлӑхӗсем]

Каçăсем тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.