Чулхула кĕпĕрни

(Чулхула кĕперни ҫинчен куҫарнӑ)

Чулхула кĕпĕрни (выр. Нижегородская губерния) — Раççей империн тата РСФСР 1714—1929 çулсенчи администраци-территориллĕ виçи. Кĕпĕрне хули — Чулхула.

Тавралăхĕ тӳрлет

Чулхула кĕпĕрни çак çĕрсемпе чикĕ тытнă: анăçра — Улатимĕр, çурçĕрте — Кострома тата Вятка, тухăçра — Хусан тата Чĕмпĕр, кăнтăрта — Пенза тата Тамбов кепернисемпе.

Кĕпĕрнен çĕр лаптăкĕ 48 241 км² 1847 çулта, 51 252 км² - 1905 çулта пулнă[1], 81 458 км² - в 1926 году[2].

Хура Атăлпа Атăл кĕпĕрне территорине икĕ пая уйăрнă, весем çĕр пичĕпе, геологи тăрăмĕпе, тăпрапа тата флорăпа урăхла: çурçĕр енĕ — айлăмлă, кăнтăр енĕ — туçи.

Кун-çулĕ тӳрлет

Чулхула çĕрĕ Петĕр вăхăтĕччен тӳрлет

Тĕп статья: Чулхула уесĕ


Кĕпĕрнесене йĕркелени[1] тӳрлет

Администрациллĕ пайĕсем тӳрлет

 
Чулхула кĕпĕрнин администрациллĕ пайĕсем

Çакăн пек, 1918 çулчен кĕпĕрне шутне 11 уес кĕнĕ:

Уес Уес хули Лаптăк,
çухрăм²
Пурăнан халăх[3]
(1897), çын
1 Ардат Ардатов (3546 çын) 5288,0 141 625
2 Арзамас Арзамас (10 592 çын) 3307,1 138 785
3 Балахна Балахна (5120 çын) 3688,6 141 694
4 Васильсăр Васильсурск (3799 çын) 3365,9 127 333
5 Горбат Горбат (4604 çын) 3190,1 134 160
6 Княгинино Княгинин (2737 çын) 2595,5 106 191
7 Лукоян Лукоян (2117 çын) 5127,5 193 454
8 Макар Макарьев (1560 чел.) 6568,2 108 994
9 Чулхула Чулхула (90 053 çын) 3208,2 222 033
10 Семёнов Семёнов (3752 çын) 5889,2 111 388
11 Сергач Сергач (4530 çын) 2808,4 159 117

Революци хыççăнхи улшăнусем тӳрлет

 
Кĕпĕрне гербĕ, Александр II оф.ăнлантарăвĕпе (1856)

1917 çулхи революци хыççăн кĕпĕрне йышĕ питĕ улшăннă.

1918Горбат уесне Павлово ята куçарнă. Воскресени уесне йĕркеленĕ.

1920Макар уесне Лысково ятне панă.

Çапла, 1926 çулта кĕпĕрне йышне 11 уеспе 4 район кĕнĕ:

Администраци виçи Центр Лаптăк,
км²
Пурăнан халăх[2]
(1926), çын
1 Арзамас уесĕ Арзамас 8 149 351 667
2 Ветлуга уесĕ Ветлуга 17 158 234 322
3 Выкса уесĕ Выкса 4 182 117 211
4 Городец уесĕ Городец 2 804 94 367
5 Хĕрлĕ Баксен уесĕ Хĕрлĕ Баксем 11 043 178 978
6 Лукоян уесĕ Лукоянов 6 693 320 085
7 Лысково уесĕ Лысково 7 032 234 942
8 Чулхула уесĕ тата Канавино ĕçлев районĕ Чулхула 4 659 386 206
9 Павлово уесĕ Павлово 3 604 174 694
10 Семёнов уесĕ Семёнов 7 831 135 501
11 Сергач уесĕ Сергач 6 759 410 134
12 Балахна районĕ Балахна 718 27 804
13 Растяп районĕ Растяп 740 32 281
14 Сорма районĕ Сорма 86 45 152

Пурăнан халăх тӳрлет

Халăх йышĕ тӳрлет

Çул Пурăнан халăх, çын Çав шутра
хулара, çын
1714 255 923[1]
1766 461 400[1]
1785 816 200[1]
1847 1 104 794[1]
1897 1 584 774[3] 143 031
1905 1 799 500[1]
1926 2 743 344[2] 448 258

Тĕн тӳрлет

 
Староверы в Шарпанском скиту
(фотография 1897 года)

1897 çулхи халăх çыравĕпе кĕпĕрне территоринче тĕне тытакансем çапла валеçĕннĕ:

çын шучĕ
православисемпе вĕсемпе пĕр тĕнрисем 1 525 785
уйрăлнисем 75 848
мăсăльмансем 51 236
еврейсем 3388
католиксем 1115
протестантсем 723
ытти тĕн йăлине тытакансем 912

Кĕпĕрне территоринче паллă кивĕ йăла-йĕркиллĕ Керж скичĕсем ларнă[4]. Урăх юхăмсенчен пачăшкăсăррисем (ытларахăшĕпе помор тата сăпас килĕшĕвĕсем; федосейсем те тĕл пулкалăнă. Пачăшкаллисен ĕненӳ енĕпе окружниксем тата окружниксене хирĕçсисем пулнă. Молокансем те пурăннă.

Арканса каясран миссионерсен «Сăв. Хĕрес тăванлăхĕ» ĕçленĕ.

Нацисен йышĕ тӳрлет

Кĕпĕрнен Атăл лешьен пайĕнче вырăс халăх кăна пулнă; только небольшая часть Васильсăр тата Макар уесĕсен пысăках мар пайĕнче çеç марисем пурăннă. Туçи тăрăхĕнче çуррине май вырăса тухнă мордва халăхĕ вырнаçнă пулнă. Ирçĕсем Лукоян, Арзамас, Сергач, Княгинино тата Ардат уесĕсенче, мăкшăсем — Лукоян, терюхансем — Чулхула, марисем — Васильсăр тата Макар уесĕсенче вырнаçăннă. 45 пине яхăн тутар халăхĕ Сергач уесĕнче тата Княгинино уесĕн икĕ ялĕнче пурăннă.

1905—1906 çç. кĕпернере вырăс националисчĕсем «Шурă ялав» пĕрлешĕвне йĕркеленĕ, кайран вăл Вырăс халăхĕн пĕрлĕхĕн кĕпернери уйрăмĕ пулса тăрать, революции тăвас текенсене пусарнă. Унăн шутне кĕпернери 13 уйрăм кĕнĕ, пайташ йышĕ 4,2 пине çитнĕ.

Нацисен йышĕ 1897 çулта[5]:

Уес вырăссем мордвасем тутарсем еврейсем марисем
Кĕпĕрне, мĕнпурĕ 93,2% 3,4% 2,6% ... ...
Ардат 98,8% ... ... ... ...
Арзамас 92,9% 6,9% ... ... ...
Балахна 99,5% ... ... ... ...
Васильсăр 87,0% ... 8,6% ... 4,2%
Горбат 99,9% ... ... ... ...
Княгинино 98,0% ... 1,9% ... ...
Лукоян 85,2% 14,3% ... ... ...
Макар 98,5% ... ... ... 1,2%
Чулхула 97,6% ... ... 1,0% ...
Семёнов 99,9% ... ... ... ...
Сергач 73,8% 8,9% 17,1% ... ...

Чулхула кĕпĕрнаттăрĕсем тӳрлет

Губернаторы Нижегородской губернии.[6][7] Туртса кăтартни — 5 çултан сахалрах ертсе пынă кĕпернетĕрсем.

1717 çулхи пуш уйăхĕ — 1719 çулхи çу уйăхĕччен кĕпернене хусан кĕпернетĕрне П. С. Салтыкова пăхăнтарнă.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет


Шаблон:Чулхула кĕпернин уесĕсем