Чиндыков Борис Борисович

Чиндыков хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Чиндыков Борис Борисович ( 1960 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ Чăваш АССР, Етĕрне районĕнчи Палтай ялĕ çур.) — чăваш драматургĕ, прозăçи, сăвăçĕ, публицисчĕ, тăлмачĕ.

Борис Чиндыков
Çуралнă чухнехи ят: Борис Борисович Чиндыков
Çуралнă вăхăт: Çурла, 1, 1960
Çуралнă вырăн: Палтай ялĕ, Етĕрне районĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Ĕçлев тĕсĕ: драматурги, проза, поэзи, публицистика, тăлмач ĕçĕ
Пултарулăх çулĕсем: 1987 - х.в.
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Чыславсем: Чăваш Енĕн литературăпа ӳнер патшалăх парни

СССР ÇП пайташĕ (1990 ç.). 1993 çулта «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» пьесишĕн Чăваш Енĕн литературăпа ӳнер патшалăх парнине тивĕçлĕ пулнă[1].

Пурнăçĕ тӳрлет

1960 çулхи çурла уйăхĕн 1 Чăваш АССРĕн Етĕрне районĕнчи Палтай ялĕнче çуралнă.

Мускавра А. М. Горький ячĕпе хисепленекен Литература институтĕнче (1984) вĕренсе тухнă[2]. Чăваш республики Çыравçисен Пĕрлешĕвенче литература консультанчĕ (1985—1988), «Тăван Атăл» журналăн литература тишкерĕвĕпе публицистика пайĕн пуçлăхĕ (1988—1989), Чăваш Республикин Аслă Канашĕнче консультант, «Лик Чувашии» журналăн тĕп редакторĕ (1994—1997) вырăнĕсенче ĕçленĕ.

Хăй вăхăтĕнче «Аван-и» (1990—1993) тата «Реклама и объявления» (1992—1993, хальхи вăхăтра Шупашкарта «Почтовый экспресс» ятпа тухса тăрать) хаçатсем кăларнă.

Чăваш рекламин чи талантлă креаторĕ тата копирайтерĕ шутланать. ЧАП парти ятне, «Сансăр» тата «Teen/Тин» юрă ушкăнĕсен ячĕсене, «Аван-и» хаçат ятне, шутласа тупнă, Чуваш.ру сайта уçнă.

1996—2007 çулсенче Мускавра тĕрлĕ турккă фирмисенче куçаруçă, янрав менеджерĕ тата директорĕ пулса ĕçленĕ.

2009 çулхи пуш — 2010 çулхи юпа уйăхĕсенче «Тăван ен» хаçатăн тĕп редакторĕ пулса ĕçленĕ, «ТЕ»-не Шупашкар район хаçатĕнчен республикипех сутăнакан «Шупашкар ен хаçачĕ» туса хунă, эрнере пĕрре тухакан таблоид çулĕ çине тăратнă; «ТЕ»-пе пĕрле редакци çĕнĕ хаçат — вырăсла «Причебоксарье» кăларма пуçланă.

Хăй çырнисĕр пуçне, чăвашларан тата турккăлларан вырăсла, çавăн пекех вырăсларан, акăлчанларан, турккăлларан чăвашла чылай куçарнă.

Пултарулăхĕ тӳрлет

Кĕнекесем тӳрлет

  • «Чӳк уйăхĕ» (калавсем, 1987);
  • «Çурçĕр хыççăнхи апатлану» (калавсем, драмăллă хайлав, 1992);
  • «Урасмет» (трагеди, 1993);
  • «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» (пьеса, 1995);
  • «Хура чĕкеç» (монодрама, 2003);
  • «Шведский стол» (драма, 2003);
  • «Тухса кайиччен» (проза, драматурги, 2009);

Пьесăсем тӳрлет

Калавсем тӳрлет

  • «Ăçта каян, чĕкеç...» (калав)
  • «Hotel Chuvashia» (калав)
  • «Нараста» (калав, 1990);
  • «Пуçăм ыратать» (калав, 1988);
  • «Бобби» (калав, 1988);
  • «Тухса кайиччен» (калав, 1988);
  • "Хутлă канфет" (калав, 1988);
  • «Йĕпхӳ» (калав);
  • «Элчел: love story» (калав, 1982);
  • "Кĕлчечек" (калав, 1983)

Публицистика тӳрлет

  • «Уроки чувашского» (1984, «Молодой коммунист»)
  • «Малалла каяс тесен...» (1988, "Тăван Атăл")
  • «Двуязычие как оно есть: взгляд с чувашской колокольни» (1988, "Радуга/Vikerkaar", Таллинн)
  • "Хушшăмăрти чикĕсем çинчен" (1989, "Паянтан")
  • «Двуязычие и национальный вопрос» (1989, "Советская Чувашия")
  • «Хроника одного года. Репортаж из 37-го года» (1988, "Молодой коммунист")
  • «Чăваш поп-музыкин историйӗ: умтапхăр» (1990)
  • «Выпала... Никто не заметил?» (2003, «Республика»)
  • «Время и пространство ЧНК» (2005, www.forum.msk.ru)
  • «Инсульт российской демократии, или зачем Кремлю переназначать Федорова президентом Чувашии?» (2005, www.forum.msk.ru)

Куçарусем тӳрлет

Чăвашла/вырăсла куçарусем тӳрлет

Эстрада юррисен сăввисем тӳрлет

  • «Пĕчĕк тăлăх хĕрачам»
  • «Пĕчĕк калаçу»
  • «Пукане»
  • «Йăнăш ăнлантăн»
  • «Эпĕ шутланăччĕ»
  • «Амăшĕсем»

Вырăсла ĕçĕсем тӳрлет

  • «Ежевика вдоль плетня» (Çатан карта çинчи хура хăмла çырли, драма, 1994);
  • «Ужин после полуночи» (Çурçĕр хыççăнхи апатлану, драма, 1992)
  • «Шведский стол» (Швед сĕтелĕ, пьеса, 1996);
  • «Царский сад» (Патша сачĕ, ачасем валли çырнă пьеса, 1996);
  • «Рассказы» (Калавсем, 1997);
  • «Возвращение хана» (Хан таврăнни, калав, 2000);

Литература тӳрлет

  • Афанасьева Е. Чăваш драматургийĕнчи трагеди / Е. Афансьева // Тăван Атăл. — 2007. — № 9. — С. 153—154.
  • Сачкова Л. Эреветлĕ-теветлĕ «Хура Чĕкеç», пăчăнтăр-р-р… / Л. Сачкова // Хыпар. — 2005. — 29 утă.
  • Романова З. В. Борис Борисович Чиндыков: 1960. «Ежевика…» — пьеса-айсберг / З. В. Романова // Писатели. — Чебоксары, 2008. — Т. 6. — С. 333—342.
  • Хузангай А. П. Чиндыков Борис Борисович / А. П. Хузангай // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 462.
  • Чиндыков Борис Борисович // Афанасьев П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 487.
  • [http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkst_0_0000017.pdf Борис Чиндыков: опыт реконструкции

чувашского мира] 2018 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

чувашского мира] 2018 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.