Чĕлĕм тытнă арçын ача

Чĕлĕм тытнă арçын ача (фр. Garçon à la pipe) — франц ÿнерçи Пабло Пикассо 24 çулта Монмартрти Бато-Лавуарта 1905 çулта, кĕрен тапхăр тенĕ пултарулăх вăхăтĕнче ăсталанă сăрă ÿнер хайлавĕ. Вăл пуçне кĕлчечек кăшăлĕпе илемлетнĕ, сулахай аллинче чĕлĕм тытнă паллă мар арçын ачана сăнарланă.

Пабло Пикассо
Чĕлĕм тытнă арçын ача, 1905
фр. Garçon à la pipe
Пир, Çуллă сăрă.. 100 см×81,3 см
харпăр çын пуххи, {{{вырнаçтарнă}}}

Сăнар нумай çул американ пухавçи Дж. Уитни патĕнче упраннă. 2004 çулта пухнă ĕçсене сутнă чух «Чĕлĕм тытнă арçын ача» ĕçе «Сотбис» аукционĕнче вăл вăхăтри чи çÿллĕ хакпа — 104 млн долларпа сутнă, Ван Гог хайланă «Гаше тухтăрăн сăнарĕ» 15 çула пынă рекордне çĕнтерсе. Ку рекорчĕ вара 6 çула, 2010 çулхи çу уйăхĕччен пынă.

Кун-çулĕ тӳрлет

Вуламалли тӳрлет