Чăнлăх (квантла хисеп)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Чăнлăх (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Чăнлăх (акăл. truth, topness, выр. И́стинность) — t-кварксен пур (вĕсене тивĕçлĕ) тата шăршăллă (ароматлă, флейворлă) квантла хисеп. Чылай чухне T паллăпа палăртаççĕ. Терминпа сайра усă кураççĕ, мĕншĕн тесен t-кварксенчен тăракан хутлă пĕрчĕсене тупайман-ха. Акăлчан чĕлхиллĕ терминологире truth тенинчен ытларах topness теççĕ, анчах та чăвашла термин ăсталас тесен пĕрремĕшĕпе усă курма тивет, мĕншĕн тесен topness тенине куçарма хĕн.

Калаçса татăлнă тăрăх, t-кваркăн T = 1, t-антикваркăн вара T = −1; t-кварксем пур хутлă кварксен чăнлăхĕ t-кварксен тата t-антикварксен хисепĕсен расналăхĕпе танлашать.

Чăнлăх, ытти мĕнпур флейворла квантла хисепсем пекех, вăйлă хире-хирĕç вăйăмра тата электромагнитла хире-хирĕç вăйăмра сыхланать, анчах та вăйсăр хире-хирĕç вăйăмра сыхланмасть.

Каçăсем тӳрлет

  • Физикăлла энциклопеди, статья Кварки.
  • K. Nakamura et al. (Particle Data Group). PDGLive Particle Summary 'Quarks (u, d, s, c, b, t, b', t', Free)'. Particle Data Group (2011).