Чăкăт, чăвашсем хатĕрлекен апат-çимĕç. Лавккара сутакан унашкал апат-çимĕçе сыр теççĕ.

Хатĕрлесси тӳрлет

Типĕ тăпăрча чĕрĕ çăмартапа хутăштармалла, тăвар калаттармалла та лайăх çăрмалла. Çăрнă тăпăрча чăкăт кăшăлне тултармалла, пуса-пуса тикĕсмелле, питне чĕрĕ çăмарта саррипе сĕрмелле, ытлашши вĕри мар кăмакана йывăç ывăспа лартмалла. Кăшт сивĕнме пуçланă кăмакара кăна чăкăт лайăх та тутлă пиçет.

Пиçнĕ чăкăта ăшăлла хăй халлĕн е шăратнă услам çупа параççĕ. Сивĕннĕ чăкăта тăрăхла тăваткалăн е кубик пек касмалла, услам çупа кăмакара ăшăтса памалла.

Порцире 300 г. тăпăрчă, пĕр çăмарта, тутанса тăвар, 25 г. услам çу каять.

Вуламалли тӳрлет

Тĕнчери паллă чăкăтсем тӳрлет