Хушăм тăван — мăшăрлă çынсем уйрăлнă хыççан тепĕр хут мăшăрланнине кура çавсен ачисем хушшинче пулакан «çĕнĕ» тăванлăх. Çавна май мăшăрланнă çынсен унчченхи ачисем пĕр-пĕриншĕн хушăм тăвансем пулса тăраççĕ: хушăм аппа, хушăм йăмăк, хушăм пичче, хушăм шăллăм.

Тата çавăн пекех: хушăм ывăл, хушăм хĕр.

Анчах та çак сăмахсемпе пĕр-пĕрне чĕнме кирлĕ мар пуль. Кулленхи пурнăçри тăванлăх çыхăнăвĕсене айккинчен (сăмахран, юридицилле документсенче) палăртма та çителеклĕ.

Кунашкал мăшăрланура çĕнĕрен çуралнă ачасене унчченхисем тĕлĕшпе çурма хушăм тăван теме пулать.

Пĕрремĕш хут мăшăрланнине кура пулакан «çĕнĕ» тăвансем (вырăсла — "свойство" текеннисем) асăннă ăнлава кĕмеççĕ. Ку статьяра пăхса тухакан термин вырăсла «Сводные родственники» тенине калькăласа куçарнинчен сиксе тухнă.

Каçăсем тӳрлет