Хусан вокзалĕ (Чулхула)

Хусан вокзалĕ (Ромодан вокзалĕ), — Чулхулан малтанхи чукун çул вокзалĕ. Халĕ хулара Мускав вокзалĕ ĕçлет.

2007, авăн. Хусан вокзалĕн çурчĕ хальхи вăхăтра.

Кун-çулĕ тӳрлет

 
Хусан вокзалĕ 1910 çулта

1896 çулта Чулхулара Пĕтĕм Раççейри промышленностьпе ӳнер куравĕ иртнĕ. Ку курав хыççăн хулара Техника пĕрлешĕвĕ йĕркеленнĕ. Пĕрлешӳ хулана çĕршывăн ытти тăрăхсемпе епле те çыхăнтарма пултаракан ыйтусемпе ĕçлеме пуçланă. Çавна май Чулхула-Хусан чукун çулăн проктне шутласа кăларнă. Ока урлă кĕпер хывас мар тесе вокзала Благовещени слабоди патĕнче туса лартма йышăннă. Унта килекен чукун çулĕ вара юханшыв çыранĕн хĕррипе килмелле пулнă. Вокзала Дегтярёвсемпе Башкировсен çăнăх авăртакан армансен пристанĕ пулнă вырăна туса лартма йышăннă.

Вокзала 1900 çулта тума пуçланă та 4 çултан туса пĕтернĕ. Вокзал Дмитриев Максим Петрович сăнӳкерчĕкĕсенче те юлнă.

Вокзал 1970-мĕш çулсем пуçламăшĕ таран ĕçленĕ. 1974 çулта хулара питĕ нумай çĕрте çĕр йăтăнса аннă. Пĕри вĕсенчен çак вокзала каякан çула хупласа хунă. Ун хыççăн вокзала хупнă. Ку вокзал вара никама кирлĕ мар пулса тăнă, вăл хуллен арканма тытăннă. Мыза станцирен пуçласа вокзал хушшинчи чукун çула салатса тăкнă. Халĕ вăл çул пулнă вырăна тимлĕн сăнаса пăхсан çеç палласа илме пулать.

1993 çулта ку çурта архитектура палăкĕ шутне кĕртнĕ, анчах та ăна сыхласа хăварас ĕçе ку пĕрре те пулăшман. Çурта вара «НоваКард» предприяти çăлса хăварма пулăшнă. 2003 çул тĕлне вăл малтанхи схемăсене, сăнӳкерчĕксене шыраса тупса çурта малтанхи илеме тавăрнă. Çапла вара хăйĕн 100 çулне ку çурт юсаса çĕнетнĕскер кĕтсе илнĕ.