Хунсем, — II—IV ĕмĕрсенче Урал тăрăхĕнче укăр тата сармат йăхĕсенчен пулса тухнă, II ĕмĕрте ку вырăна Китай çеçенхирĕнчен куçнă тĕрĕк чĕлхипе калаçакан хуннусенчен йĕркеленнĕ халăх.

Хунсем

Хунсем алансемпе çапăçаççĕ (Петер Гайгер ӳкерчĕкĕ)
Чĕлхе Хун чĕлхи[1]
Тĕн хунсен тĕнĕ[2]
Расă тĕсĕ монголоидсем[3]
Кĕрет  прототĕрĕксем[4]
Пулса кайни хунну, укăрсем, сарматсем[5]

II ĕмĕрте Вăта Азирен куçса килнĕ, IV ĕмĕрсенче Уралçинче тĕрĕк чĕлхиллĕ хунну йăхĕсен тата вырăнти укăрсемпе сарматсен йăх пĕрлешĕвĕ[5], IV ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Тухăç Европăна çĕмĕрсе кĕнĕскерсем. Хунсен патшалăхĕ Атăлран Рейна çити тытăнса тăнă. Аттила патша тата çарпуçĕ чухне (V ĕмĕрĕн варри) романсен анăç енне туртса илесшĕн кĕрешнĕ. Хунсен тĕп вырнаçăвĕ Паннонире пулнă, каярах кунта аварсем, тепĕртакран — венгрсем вырнаçнă.

Кун-çулĕ тӳрлет

Пирĕн эрăччен хунсем Монголи çеçенхирĕсенче пурăннă.

Хунсем Вăтам Азирен Çурçĕр Кавказпа Меоти (Азов) кӳлли таврашне пирĕн эрăри 370-374-мĕш çулсенче хăпса тухнă. Вĕсене ун чухне Паламар патша ертсе пынă.

Ку хушăра Туранра пурăнакан авалхи чăваш йăхĕсем пурте: чăвашсем те, сăкăтсем те, сăварсем те, массакетсем те, шăхальсем те, уписем те, саккисем те, эссекӳльсем те хунсен уртине кĕнĕ. Çак 374 çултан пуçласа вара Халăхсен Аслă Хускалăвĕ пуçланнă.

"Весь Восток задрожал при внезапно разнесшихся вестях, что от крайних пределов Меотиды, между ледяным Танаидом и свирепыми народами Массагетов, где Александровы запоры сдерживают дикие племена скалами Кавказа, вырвались рои гуннов, которые, летая туда и сюда на быстрых конях, все наполняли резней и ужасом".—

çырать IVV ĕмĕрсенче пурăннă христиан çыравçи Иероним.

Çав. пекех тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Тенишев Э. Р. Гуннов язык // Языки мира: Тюркские языки. - М., 1997. - С. 52-53
  2. ^ Артамонов М. И. История хазар. Л.: Изд-во Гос. Эрмитажа, 1962.
  3. ^ Кляшторный С. Г., Савинов Д. Г. Степные империи древней Евразии. СПб: 2005. 346 с.
  4. ^ Бернштам А. Н. Очерк истории гуннов. Л.: ЛГУ. 1951. 256 с.
  5. ^ 1 тата 2 Гунны в БСЭ

Каçăсем тӳрлет


Хунсен ĕмпĕвĕсем
Атăл | Ирнак | Моте | Пӳçӳйттан | Çиликкат | Çинçипул | Тинĕс | Улат | Хуханье | Эллак |